Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем российской почты
Почта çыхăнăвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире пурне те Раççейри почта кунĕпе саламлатпăр.
Вăхăт пĕр сисĕнмесĕрех иртет. Пирĕн пурнăçа çĕнĕ технологи меслечĕсем пĕрин хыççăн тепри кĕрсех тăраççĕ. Апла пулин те, почта хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть, çак сферăра ĕçлекенсем пурнăç уттинчен юлмаççĕ. Эсир яланхи пекех Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансене юратнă хаçат-журналпа тивĕçтеретĕр, çывăх çыннисен саламĕсене те илсе çитеретĕр вĕсем патне.
Çавăн пекех ял çыннисене пенси укçипе вăхăтра тивĕçтеретĕр, коммуналлă тата ытти тÿлевсене йышăнатăр. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн.
Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Малалла та сирĕн ĕçĕрсем ăнсах пыччăр, мĕн палăртни пурнăçлансах пытăр.
Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Матросов
Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ А.В. Иванов