Моргаушский муниципальный округ

Поздравление исполняющего полномочия главы Моргаушского муниципального округа И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района А.Н. Матросова с Днем матери

Поздравление исполняющего полномочия главы Моргаушского муниципального округа И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района А.Н. Матросова с Днем матери

 

Хаклăран та хаклă аннесем, асаннесем, кукамайсем, ытарайми хĕрарăмсем!

 Сире пурне те Ача амăшĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Кашни çыншăн аннерен хакли никам та çук. Эсир ачăрсене пурнăç парнелетĕр. Вĕсем  çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухчăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Мĕн ачаран вĕсем панă сăмаха тытчăр, йывăрлăхсене пăхмасăр,  пуçланă ĕçе вĕçне çитерме вĕренччĕр, аслисене хисеплеччĕр, вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр  тесе тăрăшатăр.

Тавах сире эпир пĕчĕк чух куç хупман каçсемшĕн,  пире пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн. Эсир пуртан эпир телейлĕ. Тавах сире пире çуратнăшăн, юратнăшăн, ятланăшăн, йăнăшсемшĕн каçарнăшăн. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕр татайми парăмра.

Уйрăм тав сăмахĕсене урăх çемьесенчи ачасемшĕн тăван анне пулса тăнă хĕрарăмсен ячĕпе калас килет. Тавах сире çав айăпсăр чунсемшĕн çĕр çинчи чи çывăх çын пулса тăнăшăн, иксĕлми ырă кăмăлăршăн.

 Пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене паракан çăмăллăхсем кашни çулах хушăнса пыни шăпах  çакăн çинчен калать.

Сывлăхăр сирĕн яланах çирĕп пултăр, кунçулăр вăрăм та телейлĕ килтĕр. Ĕçĕрсем ăнсах пыччăр. Ачăрсем вара яланах савăнăç кÿччĕр. 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                               И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   А.Н. Матросов.



24 ноября 2022
11:52
Поделиться