Моргаушский муниципальный округ

Актай ял куне

Актай ял куне

 Актай ялне пырса кĕрсен кунтан каялла каяс та килмест. Ялĕ пĕчĕк, 51 хуçалăх çеç пулсан та, ытарайми илемпе уйрăлса тăрать кунти тавралăх. Ял варринче икӗ пĕве сарăлса выртаҫҫӗ. Унта час-часах пулă тытакансене курма пулать, çуллахи шăрăхра ача-пăча шыва кĕрсе савăнать. Кунта пурте пĕр-пĕрне паллаççĕ, пĕр-пĕрин сывлăхĕпе интересленсех тăраççĕ, çĕнĕ хыпарсене сÿтсе яваççĕ, хăнана килекенсене ăшшăн кĕтсе илсе ырă кăмăлпа ăсатаççĕ.
Актай ял кунне уявласси пирӗн йăлана кĕрсе пырать. Ӗнерхи кун Актай ялĕ виҫҫӗмӗш хут ял-йышпа пухӑнса уяв йӗркелерӗ. Уява ял çыннисем, кунта çуралса ÿссе урăх çĕрте тĕпленнисем, хаклă хăнасем пуçтарăннă. Хăнасене çăкăр-тăварпа тата чăваш сăрипе ялти ҫамрӑксем кĕтсе илнĕ. Салам сăмахĕпе Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗн администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин, Йӳҫкасси ял тăрăхĕн кураторӗ Виталий Григорьев, ветерансен канашлӑвӗн ертӳҫи Геннадий Малинин тата Актай ялӗн депутачĕ Наталия Александрова тухса калаçнă. Ял кунĕнче пĕтĕмлетÿсем туса хисепе тивĕçлисене палăртнă. Чи хастаррисене Тав çырăвĕсем, Хисеп грамотисем парса чысланă.
Уяв программи пуян та анлă пулнă. Йӳҫкасси культура ҫурчӗ ҫумӗнчи "Саваяр" ушкӑн ял çыннисене юрă-ташăпа савăк кăмăл парнеленĕ. Шупашкар районĕнчен килнӗ "Тӑрӑн ен" фольклор ушкăн кăмăла каймалла, хаваслă такмаксемпе шӳтсемпе савăнтарнă. Мӑн Сӗнтӗр культурӑ ҫурчӗнче йĕркеленнĕ "Два аккорда" дуэт хаваслă вырăс юрăсем шăрантарнă, ял халăхне тӗлӗнмеле вӑйӑсенче вылятарнӑ.
Урамра Актай ялĕнче пурăнакансен сăнÿкерчĕкĕсен куравĕпе паллашма май пулнă. Кунта паянхи сăнÿкерчĕксене çеç мар, ĕлĕкхисене те кĕртсе хăварнă. Çавăн пекех ачасем валли теттесем сутакан лавкка ӗҫленӗ, шашлык пӗҫерекен те килнӗ.
Вырăнти волейбол уйĕнче спортăн çак тĕсне кăмăллакансем тупăшнă. Ҫамрӑксем Иван Моляров хатӗрленӗ 1,5 ҫухрӑм тӑршшӗ кроссра чупнӑ, 1 пӑтлӑ гирӗ ҫӗклесе ӑмӑртнӑ. Ялти ӑсчӑсем Михаил Васильевич Федоров йĕркеленĕ шашкӑ турнирӗнче тупӑшса парнесем ҫӗнсе илнӗ. Ачасем вара Маша Александрова хатӗрленӗ квестра тупсӑмсене тупса тутлӑ клад шыранӑ, тĕрлĕ вăйăсем выляса савăннă. Уява пуçтарăннă ял çыннисемпе хăнасем чăн чăваш апачĕсемпе сăйланнă, каçхине дискотекăра савăннă. Уяв питĕ хаваслă та асра юлмалла иртнĕ, ял çыннисемпе хăнасем кăмăллă юлнине пытарман.



18 июля 2022
11:07
Поделиться
;