Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района А.Н.Матросова С Днем республики

Муркаш районĕн хисеплĕ çыннисем!

Сире пурне те Республика кунĕ ячĕпе саламлатпăр.  Тăван республика аталанăвĕнче, вăл çулран çул ÿссе чечекленнинче пирĕн районăн, унăн ĕçчен те маттур  çыннисен тÿпи те çителĕклех. Муркаш районĕ Чăваш Енре ырă ятлисен шутĕнче. Çакă  район ĕçченĕсем тăрăшнипе, вĕсем мал ĕмĕтлĕ пулнипе, кашни çын хăйĕн тивĕçĕсене чун-чĕре хушнипе пурнăçланипе пулса пырать. Пирĕнтен кашниех Тăван çĕршыв тăван килтен, хамăр урамран, тăван районтан, республикăран пуçланнине асра тытса пурăнать, ĕçлет, аслă ăру çыннисем çĕнсе илнĕ мирлĕ пурнăçа мирлĕ ĕçпе çирĕплетме тăрăшать. Тавах сире çакăншăн.

Кăçал Раççейре аслă ăру çыннисем пире валли хăварнă культура пуянлăхĕн тата Чăваш Республикинче пултаруллă ентешсен çулталăкĕ шутланать. Чăваш халăхĕ яланах хăйĕн ачисене  халăхăн ырă йăли-йĕркине тĕпе хурса çитĕнтернĕ. Хамăр халăхăн культура пуянлăхĕ, маттур та паллă ентешсен ырă ĕçĕсем пирĕн ачасене чăн-чăн çын пулма, пурнăçра тĕрĕс çул суйлама пулăшаççĕ. Малашне те Муркаш районĕ аталану çулĕпе кайтăр тесе хамăртан килнине йăлт тăвасчĕ, пĕрле пĕр тĕллевпе вăй хурасчĕ. Ачасене те мĕн пĕчĕкрен тăван района, Чăваш Республикине, мăнаçлă Раççее юратма вĕрентесчĕ.

Малашне те эсир, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр, ÿсĕмлĕ вăй хурасса, районăмăр республикăра ырă ятлисен шутĕнче пултăр тесе тăрăшса ĕçлесчĕ.

Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, иксĕлми вăй-хал, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

Пухăвĕн председателĕ                                                                        И.В. Николаев.

 

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                         А.Н. Матросов.

 

 



23 июня 2022
09:43
Поделиться