Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района А.Н.Матросова с Днем молодежи в России

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Хаклă çамрăксем!

Сире пурне те Раççейри çамрăксен кунĕпе чун-чĕререн  саламлатпăр.

Çамрăклăх -кашни çыншăн чи илемлĕ те ĕмĕр манăçми вăхăт. Шăпах çамрăк чухне хамăрăн пурнăç çулне суйласа илетпĕр, мĕнпур ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртетпĕр. Çамрăк чухне мĕн палăртнине пурнăçлама вăй та пур, кăмăл та вĕçĕ-хĕррисĕр. Пирĕн районта маттур та пултаруллă, пуçаруллă çамрăксем сахал мар. Вĕсем кашни сферăрах вăй хураççĕ.  Тавах сире  районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн.

Пирĕн район пуласлăхĕ, çĕршыв малашлăхĕ – çамрăксенче. Районта çамрăксем валли ялта пурнăç условийĕсем лайăх пулччăр тесе тăрăшатпăр: çулсем, социаллă объектсем тăватпăр, юсатпăр. Çамрăксене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлама пулăшас тĕллевпе çулсеренех тĕрлĕрен программăсене хутшăнатпăр. Çамрăк çемьесене тÿлевсĕр çĕр парассипе  те ĕçлетпĕр. Пултаруллă çамрăксене хавхалантарма майсем те  тупатпăр.

Хаклă ентешĕмĕрсем! Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.  Яланах чунпа çамрăк пулăр. Ĕçлес туртăм сирĕн хушăнсах пытăр. Мĕн палăртнисем малалла та пурнăçланччăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                     А.Н. Матросов.



23 июня 2022
09:36
Поделиться