Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района А.Н.Матросова с Днем медицинского работника

Хаклă медицина ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире хăвăрăн професси кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Сывлăхран, пурнăçран хакли нимĕн те çук çĕр çинче.

Эсир чир-чĕре вăхăтра тупса палăртса, çийĕнчех сиплеме тăрăшатăр. Кунне-çĕрне пăхмасăр, çынсене пулăшма васкатăр, инкеке лекнĕ çынсене вилĕмрен çăлатăр. Эсир эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сывататăр чирлисене. Вĕсене малалла пурăнма шанчăк, вăй-хăват хушатăр. Чун-чĕре ăшши кашнин валлиех çитет сирĕн.   

Профилактика ĕçне те эсир пысăк тимлĕх уйăратăр. Ял çыннисемпе те тĕл пулатăр ку ыйтусемпе. Тавах сире хăвăр ĕçĕре пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн, чун ăшшипе ырă кăмăлăршăн, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн.

Малалла та  ĕçĕрсем ăнсах пыччăр, мĕн шутлани пурнăçа кĕрсе пытăр. Хăвăрăн та, сирĕн çывăх çыннăрсен те  сывлăх çирĕп пултăр. Кунçулăр вăрăм та телейлĕ килтĕр. Çемьере юратупа килĕшÿ хуçалантăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                    А.Н. Матросов.



16 июня 2022
16:51
Поделиться
;