Моргаушский муниципальный округ

«Тăван ялăм – савнă ялăм» – Катькасри ял уявĕ

«Тăван ялăм – савнă ялăм» – Катькасри ял уявĕ

Пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл – ял уявĕ. Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те, кашни çынах хăйĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывне яланах асра тытать. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ ентешсем те тăван тăрăхшăн тунсăхлаççĕ. Çавăнпа вĕсемшĕн ял уявĕ – чи кĕтнĕ самант.

Катькас халăхĕ ял уявне 1989 çулта ирттерме пуçланă. Троица çитсессĕн, ял халăхĕ  уява паллă тума кану паркĕнче пуçтарăнать. Кăмăл тăвакансем тĕрлĕ спорт вăййисенче хутшăнма пултараççĕ. Çамрăксемпе вăйпитти арçынсем волейболла выляççĕ, турник çинче вăй виçсе туртăнаççĕ, шахматла та выляма пулать. Ача-пăча, пĕрене çинче михĕпе пĕр-пĕрне çапса ӳкерме тăрăшса, çĕнтерӳçĕ пулма васкать. Ачасене савăнма батут та пулчĕ. Ялти библиотека ертÿçи Анжелика Угарова ял-йыш валли тĕрлĕ мероприятие çутатса паракан стенд, ал-ĕçĕсен куравне йĕркелерĕ. Уява ертсе пычĕ. Ялти Культура çурчĕн ертÿçи Любовь Сергеева халăх валли шÿрпе пĕçерес ĕçе, Александр Обручников шахматла выляссине йĕркелерĕ.

Уяв ячĕпе Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Е.Д. Макаров, ял тăрăхĕн ветерансен Канашĕн ертÿçи В.Н. Волкова тата Л.П. Сергеева саламларĕç. Пурне те çирĕп сывлăх, савăк кăмăл-туйăм, ҫутă шанăçсене пурнăçлама ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тата ырлăхпа телей сунчĕç.

Уявра «Çăлкуç» пултарулăх ушкăнăн концерчĕ, «Родничок» ача садне çÿрекенсен аслă ушкăнĕ тата «Сывлăмпи» ушкăн халăх кăмăлне çĕклерĕ.

Тойкилтĕри Культура çурчĕ çумĕнчи «Хĕлхем» эстрада ансамблĕ халăха савăнтарчĕ. Вĕсем шăрантаракан хаваслă та илемлĕ юррисем халăха пĕр вырăнта ларма памарĕç, ташлама хистерĕç.

Ял халăхне Зоя  Угарова  тата Любовь   Сусанина килте вĕретнĕ сăрапа сăйларĕç. Ял халăхĕ валли техĕмлĕ шÿрпе Людмила Мочалова, Ирина Осипова, Валентина Угарова, Зинаида Матвеева, Олеся Ельникова пĕçерчĕç. Дарина, Анастасия, Евгения Мироновсем, Мария Ярушкина хăйсен ăсталанă япалисене курава илсе тухрĕç. Музыка енĕпе Екатерина Тяпкина йĕркелесе пычĕ.  Активлă хутшăнакансене парнесем парса хавхалантартăмăр. Пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса 45, 40, 35, 25 çул пĕрле пурăнакансене те чысларăмăр. Евгений Макаров турник çинче вăй виçсе мала тухма пултарнă Кузьмин Даниила пин тенкĕ парса хавхалантарчĕ.

Ял уявĕ питĕ аван иртрĕ. Ял-йыш тулли кăмăпа артистсемпе пĕрле юрласа, ташласа каçченех савăнчĕ.

Уява ирттерме укçа-тенкĕпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин ертÿçи Владимир Малов  пулăшрĕ. 



15 июня 2022
08:55
Поделиться
;