Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района А.Н.Матросова с Днем России

Муркаш районĕн хисеплĕ çыннисем!

Сире пурне те Раççей кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацине йышăннăранпа 32 çул çитрĕ. РФ Президенчĕн 1994 çулхи Указĕпе килĕшÿллĕн çак куна патшалăх кунĕ тесе паллă тăватпăр.

Пирĕн яланах çакна асра тытмалла: çĕршыв аталанăвĕ пирĕнтен кашнинчен килет. Апла пулсан, пирĕн пуласлăх  - хамăр алăрах. Çавăнпа та  пирĕн яланах пĕрле пĕр тĕллевпе тăван район, республика аталанăвĕшĕн тăрăшмалла. Вара тăван çĕршывăмăр татах та вăйлăрах та пуянрах пулĕ.

Паян пирĕн хамăрăн çĕршывăн истори страницисене тепĕр хут куç умне кăларса, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тумалла. Çитĕнекен ăрăва аслă ăру çыннисенчен  тĕслĕх илсе,  мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршыва юратма вĕрентмелле.

Хаклă çыннăмăрсем! Малалла та пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасчĕ, тăван район аталанăвĕшĕн, хамăрăн тата хамăр ачасен пуласлăхĕшĕн  чун-чĕре хушнă пек ĕçлесчĕ.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр, телей пĕрлех çÿретĕр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

Пухăвĕн председателĕ                                           И.В. Николаев.

 

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ                           А.Н. Матросов.

 

 

 



09 июня 2022
16:25
Поделиться
;