Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района А.Н.Матросова с районным праздником "Акатуй"

Хисеплĕ ентешсем! Ял ĕçченĕсем!

 Сире пурне те районти «Акатуй» уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Кăçалхипе   вăл 67-мĕш хут иртет.

Районта пурăнакансем мĕн ĕлĕкех пĕрле ĕçленĕ, пĕрле канма та пĕлнĕ. Кăçал та çуракине  йĕркеллĕ ирттертĕмĕр.  Ял хуçалăх предприятийсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем, ял хуçалăх специалисчĕсем, механизаторсемпе водительсем, мĕнпур çĕр ĕçченĕ хăйсен умĕнчи тивĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçларĕç.Тавах сире пурне те  тăрăшуллă ĕçшĕн.

Халĕ вара  акса-лартса хăварнă ял хуçалăх культурисене тухăçлă çитĕнтермелле, выльăх апатне çителĕклĕ таран хатĕрлесе хăвармалла. Ку енĕпе те сирĕн умри мĕнпур тĕллеве пурнăçламалла пултăр.

Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем малашне те  ăнсах пыччăр. Ĕçлес кăмăл та хушăнсах пытăр.  Çемьере яланах  юратупа килĕшÿ, тулăх пурнăç пултăр.

 Пурне те июнĕн 10-мĕшĕнче Лантăш вăрманĕн уçланкине «Акатуй» уявне чĕнетпĕр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                         И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                            А.Н. Матросов.



07 июня 2022
10:54
Поделиться
;