Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района А.Н.Матросова с Днем социального работника

Хаклă социаллă ĕçченсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире хăвăрăн професси кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

 Пирĕн çĕршывра халăха социаллă пулăшу парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Эсир вара йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсем патне вăхăтра çитетĕр. Вĕсемпе ăшшăн калаçса, чунĕсене уçатăр, малалла шанчăкпа пурăнма вăй-хал паратăр. Тавах сире хăвăр ĕçе юратнăшăн, çын нушине ăнланса,  май килнĕ таран пулăшнăшăн. Чун ăшшипе чăтăмлăх  сирĕн нихăçан та ан иксĕлтĕр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул,телей  сунатпăр.. Çынна ырă туни хăвăр пата та ырăпах таврăнтăр.

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                         И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                            А.Н. Матросов.

                                                                 



07 июня 2022
10:51
Поделиться
;