Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и врио главы администрации района А.Н.Матросова с Международным днем защиты детей

Хаклă ачасем, ашшĕ-амăшĕсем тата воспитательсемпе вĕрентекенсем!

 

Сире Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. 

Ачалăх кашни çыншăн - чи телейлĕ те асран кайми  тапхăр. Ачалăх телейлĕ килесси вара ашшĕпе-амăшĕсенчен нумай килет. Ача чухне эпир хамăрăн мĕнпур ĕмĕт пурнăçланасса шанатпăр, ĕненетпĕр. Апла пулсан  хамăр  ачасем чăннипех те телейлĕ туйччăр тесе пирĕн хамăртан килнине йăлт тумалла, вĕсене тĕрĕс воспитани парса ÿстермелле.  Вĕсемпе тимлĕ пулмалла, çутçанталăк парнеленĕ пултарулăхне тупса аталантарма пулăшмалла,  йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентмелле.Хамăр ачасемшĕн пирĕн ырă тĕслĕх пулмалла.

Ачасем! Яланах ыррине ĕмĕтленĕр,  вĕсем пурнăçа кĕччĕр тесе тăрăшса вĕренĕр.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                              И.В Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                                А.Н. Матросов.



01 июня 2022
08:18
Поделиться
;