Моргаушский муниципальный округ

Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ларăвĕ иртрĕ

Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ларăвĕ иртрĕ

 «Ытти çулсенчи пекех, кăçал та  районта тата республикăра иртекен мероприятисене çеç мар, ытти регионсенче иртекен фестивальсемпе конкурссене те активлă  хутшăнасчĕ», - терĕ район администрацийĕн  пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ- пай ертÿçи Лилия Тарасова.

Çак кунсенче иртнĕ Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ларăвĕнче Чăваш Наци конгресĕ ирттерекен конкурссемпе фествиальсене хутшăнассине сÿтсе яврĕç.

Лару ĕçне  район администрацийĕн  пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ- пай ертÿçи Лилия Тарасова тата ЧНК районти уйрăмĕн ял тăрăхĕсенчи уйрăмĕсен ертÿçисем  хутшăнчĕç.

Лилия Юрьевна районти хĕрарăмсен Канашĕпе  Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕ кирек епле ыйтупа та тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕ. Кăçал çак икĕ Обществăлла организаци малалла та пĕрле килĕштерсе ĕçлесси çинчен Килĕшÿ туни çинчен каларĕ.

 Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Наталья Николаева хальхи вăхăтра пыракан Чăваш Наци конгресĕ йĕрекленĕ «Асаннен  асамлă юмахĕсем» тата «Чăваш ачи чăвашах» конкурссем çинче тĕплĕн чарăнчĕ.

Районти «Акатуй» уявĕ те  çывхарсах килет. Ăна хатĕрленсе ирттерессинчен Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕ те айккинче тăмасть. Лилия Юрьевна уяв программипе паллаштарчĕ. Ял тăрăхĕсенчи  уйрăмсен ертÿçисене  ял çыннисемпе ку енĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Кăçал Чăваш Наци конгресĕ йĕркеленнĕренпе 30 çул çитет. Наталия Николаева çак уява хатĕрленсе ирттерес ыйту çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Муркашсем ку ĕçре активлă пулассине палăртрĕ.



30 мая 2022
17:51
Поделиться
;