Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и врио главы администрации района А.Н.Матросова с Днем "Последнего звонка"

Хисеплĕ вĕрентекенсем, вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕсем!

Сире пурне те çывхарса килекен «Юлашки шăнкăрав» кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Кăçал районти 11 класра вĕренекен 141 ачашăн юлашки хут янăрать шкул шăнкăравĕ. Çавăн пекех тата тепĕр 317 ача 9 класс пĕтерет.

Вунпĕрмĕшсемшĕн уйрăмах тунсăхлă çак уяв. Вĕсем ачалăхпа сывпуллашаççĕ. Умра вара вĕсен –яваплă тапхăр, экзаменсене ăнăçлă тытса, професси суйласа илмелле. Сире пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илсе, ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатпăр.

Кирек ăçта пулсан та, çакна яланах асра тытăр, сире тăван районта яланах кĕтеççĕ. Пирĕн тăван Муркаш Ен, Чăваш Республики, тăван çĕршывăмăр епле аталанса пырасси малашне сирĕнтен килет. Утас çулăр уçăлсах пытăр сирĕн, мĕн шухăшлани пурнăçлантăр.

Уйрăм тав сăмахĕсене вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсен  ячĕпе калас килет.   Ывăл-хĕрĕрсем  малалла та сире çитĕнÿсемпе савăнтарсах тăччăр. Тавах сире ачасене тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани панăшăн.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                                   И.В. Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                                             А.Н. Матросов



20 мая 2022
19:58
Поделиться