Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и врио главы администрации района А.Н.Матросова с Международным днем семьи

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕпе кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çемье кашни çыннăн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнать. Çемьерен, кил ăшшинчен хакли нимĕн те çук. Килте пĕр-пĕрне юратсан, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнсан,  пурнăç та илемлĕ, чунра та лăпкă, ĕç те ăнать. Туслă çемьере ачасем те телейлĕ ÿсеççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕнчен ыррине вĕренсе, ĕçе хăнăхса, яваплăха туйса ÿсеççĕ.

Пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене патшалăх шайĕнчен паракан çăмăллăхсем  çулсеренех хушăнсах  пыраççĕ.

Анчах та çемьери телей вара пирĕнтен хамăртанах килнине пирĕн яланах асра тытмалла. Çемье телейĕ ан тартăр тесен, пĕр-пĕрне каçарма   та пĕлмелле.  Пĕрле чухне йывăрлăхсене çĕнтерме те çăмăлрах.

Уйрăммăнах   урăх çемьесенчи  ачасене  ашшĕпе амăш юратăвне паракан çемьесене тав тăвас килет. Тавах сире иксĕлми чун-чĕре ăшшишĕн.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей,  вăрăм кунçул сунатпăр. Тăван кил ăшши сире пурнăçра вăй парса пытăр. Ачăрсем вара савăнтарса кăна тăччăр.

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                              И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                                             А.Н. Матросов.



12 мая 2022
16:46
Поделиться
;