Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и врио главы администрации района А.Н.Матросова с Днем Великой Победы

Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, салтак  арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем, ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче   Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 77  çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.  

Çĕнтерÿ кунĕ - пуриншĕн те уяв. Çак кун эпир пире мирлĕ те телейлĕ  пурнăç парнеленĕ салтаксене,  кунне-çĕрне пăхмасăр тылра ырми-канми вăй хунă ĕçченсене чĕререн тав тăватпăр,  вĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр.

Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе Муркаш районĕн çыннисем те  тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă.  Вăрçă хирне пĕтĕмпе пирĕн районтан 9845 çын тухса кайнă. Вĕсенчен çурри ытла тăван яла таврăнайман, 5491шĕ мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă.

Шел пулин те, çулсем иртнĕçемĕн Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксен  йышĕ те сахаллансах юлчĕ. Вăрçă ветеранĕсем паян районта 2-ĕн кăна юлчĕç. Районта паянхи куна вăрçăра çапăçнă салтаксен мăшăрĕсем 68ăн тата  194 тыл ĕçченĕ пурăнать. Патшалăх паян вĕсемпе пĕрлех вăрçă вăхăтĕнче аслисемпе тан ĕçленĕ «вăрçă ачисене» пысăк тимлĕх уйăрать.

Хамăрăн ентешсен паттăрлăхне эпир яланах асра тытатпăр. Ачасене вĕсен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса воспитани парса ÿстермелле пирĕн.

Хаклă çыннăмăрсем! Паян эпир сирĕн ĕçе малалла тăсатпăр: тăван район малалла та аталану çулĕпе çирĕппĕн уттăр тесе хамăртан килнине йăлтах тăватпăр.

Сывлăхăр çирĕп,  кунçулăр  вăрăм, ватлăхăр канлĕ  пултăр. Ачăрсемпе, мăнукăрсемпе, çывăх çыннăрсемпе тата нумай-нумай  çул савăнса пурăнмалла пултăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                                А.Н. Матросов.

 



05 мая 2022
17:00
Поделиться