Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и врио главы администрации района А.Н.Матросова с Праздником Весны и Труда

Хисеплĕ Муркаш район çыннисем!

Сире пурне те Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Мир, ĕç, туслăхпа пĕрлĕх пирĕн пурнăçра тĕп вырăнта тăраççĕ. Муркаш тăрăхĕнче ĕçлеме пултаракан, малашлăхшăн çунса тăракан  маттур та  ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ эпир яланах республикăра ырă ятлисен шутĕнче пулнă.           Паян та эпир пурте пĕрле çитĕнÿ çулĕпех утатпăр. Районти кашни çын тăван район, республика, аслă та мăнаçлă çĕршывăмăр малашне тата та вăйлансах,  пуянлансах  пытăр тесе тăрăшса ĕçлет. Тавах сире çакăншăн.

Пурне те сире çирĕп сывлăх сунатпăр. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр. Ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр. Çемйĕрсенче яланах тулăх пурнăç, юратупа килĕшÿ пултăр.

 

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                                      И.В. Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                                                А.Н. Матросов. 



29 апреля 2022
11:05
Поделиться
;