Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и врио главы администрации района А.Н.Матросова с Днем пожарной охраны

Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире пурне те професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

 Кашни çынах пурнăçра малалла пăхать, çурт-йĕр лартать, çулсеренех хăйĕн хуçалăхне çирĕплетсе пырать. Эсир уйрăм çыннăн, патшалăх пуянлăхĕ вут-кăварта ан пĕттĕр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Вут-кăвартан сыхланас тĕллевпе профилактика ĕçĕсене туса ирттеретĕр. Инкек сиксе тухсан вара çулăмпа кĕрешетĕр, çынсен пурнăçне, пурлăха çăлатăр. Тавах сире çакăншăн.

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче сирĕн ĕç пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.. Эсир малашне те пушар хăрушсăрлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшасса, професси тĕлĕшĕнчи пултарулăха ÿстерсех пырасса  шанса тăратпăр.

Сире çирĕп сывлăх, çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçĕрте ăнăçу, пурнăçра телей сунатпăр.

 

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                                      И.В. Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                                                А.Н. Матросов. 



29 апреля 2022
11:02
Поделиться
;