Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем Конституции РФ

Хаклă ентешсем!

Сире пурне те Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Конституци  - пирĕн çĕршывăн тĕп саккунĕ. Вăл Раççей патшалăх тытăмне, обществăри йĕркелĕхе çирĕплетме пулăшать, граждансен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлет.

Пирĕн çĕршыв малалла епле аталанса пырасси пирĕнтен хамăртан нумай килет. Эпир хамăр ĕç вырăнĕнче ÿсĕмсем тăватпăр пулсан, çĕршыв тата та тĕреклĕрех те вăйлăрах пулĕ. Апла пулсан малалла та пĕр шухăшлăн, пĕр тĕллевпе район, республика, çĕршыв пуласлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, телейлĕ вăрăм кунçул сунатăп.   

Район пуçлăхĕ –депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                                      И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                    Р.Н. Тимофеев.

             



10 декабря 2021
10:36
Поделиться
;