Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем сотрудника органов внутренних дел

Шалти ĕçсен органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çак уяв чунĕпе çирĕп, хастар та  хăюллă çынсен уявĕ. Кунсеренех эсир обществăлла йĕркелĕхе сыхлатăр, граждансен сывлăхĕпе пурнăçне, вĕсен Конституципе панă ирĕкĕсене хÿтлетĕр. Преступленисен йышне чакарас, вĕсене уçса парас тесе  тăрăшатăр. Профилактика мероприятятийĕсене те сахал мар туса ирттеретĕр.

Тавах сире хăвăрăн тивĕçĕре пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн.

Эсир малашне те районти  лару-тăру лăпкă пултăр тесе тăрăшасса шансах тăратпăр.  Кулленхи ĕçĕрте чăтăмлăхпа çивĕчлĕх  пĕрре те ан чактăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                                    И.В. Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                   Р.Н. Тимофеев.



08 ноября 2021
14:21
Поделиться
;