Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем народного единства

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем народного единства

Хаклă ентешсем!

Сире пурне те Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

 Çак уяв пире пурне пĕрлĕхре вăй пулни çинчен тепĕр хут аса илтерет. Пирĕн çĕршыв мĕн ĕмĕртен халăх пĕрлĕхĕпе палăрса тăнă, халăх пĕрлĕхĕпех вăйлă та  тĕреклĕ пулнă. Çакна пирĕн çĕршыв историйĕ те çирĕплетсе парать. Аслă ăру çыннисем çĕршывăмăрăн ырă малашлăхĕшĕн, пирĕн телейлĕ пуласлăхшăн хăйсен пурнăçне те шеллемен.

Паян та пирĕн кирек епле ыйтăва та пĕрле татса памалла.  Тĕллевсем вара пирĕн сахал мар. Çулсем юсамалла-и е пуçарулăх бюджечĕн программипе ялти тĕрлĕ ыйтăва татса памалла – яланах пĕрле пулмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла.

Ку таранчченхи çитĕнÿсене пурне  те пĕрле турăмăр. Малалла та пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр тĕллевлĕн ĕçлесчĕ, тăван район аталанăвĕшĕн хамăртан килнине йăлтах тăвасчĕ.

 Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                                      И.В. Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                    Р.Н. Тимофеев



01 ноября 2021
14:44
Поделиться
;