Моргаушский муниципальный округ

Светлана Иванова - победительница в номинации "Творческая женщина"

Светлана Иванова - победительница в номинации "Творческая женщина"
Пĕтĕм Тĕнчери Ял Хĕрарǎмĕсен Кунне халалласа Чăваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕ, Юлия Мареева ертсе пынипе юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Ç.Мишши ячĕллĕ Чăваш çамрăксен театрĕнче кǎçалхипе виççĕмĕш хут регионсен шайĕнче «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурс ирттерчĕ. 
Каласа хăвармалла, конкурса хутшăнакансем пурте кăшăл вирус чирĕнчен сыхланма прививка тутарнă. Мероприяти те санитари йĕркисене пăхăнса иртрĕ, хутшăнакансемсĕр пуçне вĕсене хавхалантаракансем, жюри тата йĕркелекенсем кăна пулчĕç унта. Халăх çак тĕлĕнмелле кăсăклă уява курса савăнтăр тесе соцсетьре онлайн-трансляци йĕркелерĕç. 
Конкурс тĕллевĕ –ача амǎшĕсене хисеплесе вĕсен ăс-хакăлне ÿстерсе аталантарасси, пултаруллăхне халăх умĕнче кăтартасси тата вĕсене общество ĕçне хастар явǎçтарасси; влаç тытмне, массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене ял хĕрарăмĕсен прависене хÿтĕлесси çине тимлĕх уйăртарасси, çемьери хутшǎнусене çирĕплетесси, çитĕнекен ǎрǎва халǎхǎмǎрǎн ырǎ йǎли-йĕркисем урлǎ тǎван ене тата чĕлхемĕре юратма вĕрентесси.
Конкурса йĕркелесе иртерессипе ĕçлекен комисси çурла уйǎхĕн 25-мĕшĕнче конкурсǎн пĕрремĕш тапхǎрне вĕçлесе 8 хĕрарăм иккĕмĕш тура тухма тивĕçнине палǎртнăччĕ. Чи пултаруллисен йышĕнче Кузнецова В. Г. - Патǎръелĕнчен, Платонова Л. Ю. -Красноармейскинчен, Иванова С. А. - Муркашран, Михуткина Р. В. - Çĕмĕрлерен, Иванова Н. Г.- Етĕрне районĕнчен, Герасимова Л. И. -Çĕрпӳ енчен, Никитина В. Л.- Пушкǎртран, Сафронова Н. И. -Оренбург тǎрǎхĕнчен. Çак пултаруллă кил хуçи хĕрарăмĕсем уявра хăйсем мĕн пултарнине йăлт кăтартрĕç темелле.
Фойере вĕсем апат-çимĕç куравĕ йĕркелерĕç. Куракансене юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Сĕтелĕсем çинче - хуплу е шǎрттан тутлă шăршипе илĕртрĕç.
«Хĕрарăм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурса килнисене ЧНК президенчĕ Николай Угаслов саламларĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ.
Елена Шурту «Алран кайми» юрра тăсса ярсан пурте ура çине тăрса ваттисенчен пил ыйтрĕç.
Сумлă жюри йышĕнче ЧНК вице-президенчĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин (председатель) , Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи, ЧНК вице-президенчĕ, Ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ухтияров, Валерий Клементьев вице-президент, Çамрăксен театрĕн ертÿçи Елена Николаева, Надежда Васильева хореограф, Чăваш Республикинчи культурăпа ÿнер институчĕн доценчĕ Раиса Васильева, Людмила Балтаева ÿнерçĕ пулчĕç.
 
Иккĕмĕш конкурсра хĕрарамсем хǎйсемпе паллаштарчĕç. Виççĕмĕш – «Хĕрарǎм-кил ǎшшине упраканĕ». Кунта çемьепе çыхǎннǎ, ламран-лама куçса пыракан йǎла-йĕркепе паллаштарчĕç. 
Тǎваттǎмǎш конкурс «Хĕрарǎмǎн пултаруллǎхĕ». Тупǎшǎва хутшǎнакансен Сǎрпа Хусан чиккисене тǎвакан асанне-кукамайсен паттǎрлǎхне аса илтермелли театрализациленĕ постановкăсем туса кăтартрĕç.
Тĕрлĕ конкурса хатĕрленнĕ тăхтав вăхăтĕнче «Пĕртăван Малинасем» ушкăн, Роза Степанова юрăç, «Сурпан» ташă ушкăнĕ куракансене тунсăхлама памарĕç.
Жюри баллсене шутласан, çакă паллă пулчĕ. «Ылтăн алă» номинацире Етĕрне районĕнчи Наталия Геннадьевна Иванова, «Тĕпел хуçи» -Оренбург облаçĕнченех çитнĕ Надежда Ильинична Сафронова, «Пултарулăх çăлкуçĕ» номинацире Муркаш районĕнчен килнĕ пултаруллă хĕрарăм-Светлана Александровна Иванова –Мерчен çĕнтерчĕç. «Эткер пирĕштийĕ» сумлă ята Çĕрпÿ районне хÿтĕлекен Людмила Ивановна Герасимова, «Ăс-хакăл арчи» - Красноармейкинчи Любовь Юрьевна Платонова тивĕçрĕç.
Гран-при çĕнсе илме Патăрьел районĕн чи маттур та хастар хĕрарăмĕ Вероника Григорьевна Кузнецова пултарчĕ.
Вăл ЧНК президенчĕн Николай Угасловăн парнине – «Жемчужинки Чувашии» санаторине мăшăрĕпе иккĕшне канма путевкăна тивĕçрĕ. Номинацисенче çĕнтернисене жюри кашни пайташĕ хăйсен ятарлă, хаклă парнисемпе чысларĕ.
Çĕнтерÿçĕ - маттур хĕрарăмсене чунтан саламлатпăр!
Использован материал с сайта Чувашского национального конгресса



09 октября 2021
08:09
Поделиться
;