Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и заместителя главы администрации района А.Н. Матросова с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и заместителя главы администрации района А.Н. Матросова  с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Хисеплĕ ял ĕçченĕсем!

 Сире ял хуçалăх ĕçченĕсен тата апат-çимĕçе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çĕр ĕçĕ – чыслă та пархатарлă ĕç. Вăл пире тăрантараканĕ пулса тăрать. Шăпах кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлекен ял хуçалăх ĕçченĕ çĕршыв тĕрекĕ пулса тăрать.  Патшалăх та паян çак сферăра ĕçлекенсене пысăк тимлĕх уйăрать.Вĕсене патшалăх енчен  паракан çăмăллăхсем те   хушăнсах пыраççĕ. Ял хуçалăхне çамрăксем юлма пуçлани те савăнтарать пире.

Кăçал та ял ĕçченĕсем, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр, тырпула, çĕрулмие пуçтарса кĕртрĕç, выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлесе хăварчĕç. Халĕ районта пахчаçимĕçе пуçтарса кĕртес ĕç пырать.

Умра  вара пысăк тĕллев-обществăлла выльăх-чĕрлĕхе йĕркеллĕ хĕл каçарасси, çак отрасльте продукцие çителĕклĕ таран туса илесси.

Эсир малашне те хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçласси пирки пĕрре те иккĕленместпĕр. Çак çăмăл мар ĕçре сире ăнăçу сунатпăр. Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр. Ĕçĕрсем вара яланах ăнса пыччăр. Çемьере килĕшÿ, юрату, тату пурнăç хуçалантăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                      И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

 пĕрремĕш çумĕ                                                                   А.Н. Матросов.



08 октября 2021
08:56
Поделиться
;