Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и первого заместителя главы администрации района А.Н. Матросова с.Днем учителя

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и первого заместителя главы администрации района А.Н. Матросова с.Днем учителя

Хаклă учительсем, педагогика ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

 Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир ачасене тарăн пĕлÿ парас, вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр тесе  тăрăшатăр. Пурнăçри хурапа шурра, ырăпа усала уйăрма,пĕр-пĕрне  пулăшма, йывăрлăхсене çĕнтерме  вĕрентетĕр. Вăхăтра ырă сĕнÿсем паратăр. Вĕренекенсен  пултарулăхне курса малалла аталантарас тесе тимлетĕр. Çапла  майпа тăван çĕршывăмăр пуласлăхĕ  ăслă та пултаруллă, маттур çамрăксенче пултăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. 

Эсир вĕрентекен ачасем те, хăвăр та тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса малти вырăнсене тухни, шкултан вĕренсе тухакансем пурнăçра хăйсен вырăнне тупни эсир  хăвăр тивĕçĕре чун-чĕререн пурнăçлани çинчен калать. Малалла та эсир тата та хавхаланса ĕçлессе шансах тăратпăр. Çакна валли те, ачасене тарăн пĕлÿ илме  те районта сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Малалла та çаплах пулĕ.

Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр. Килте те, хăвăр вĕрентекен ачасем те юратчăр сире, ĕçĕрсем малалла та ăнсах пыччăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

 пĕрремĕш çумĕ                                                             А.Н. Матросов.



04 октября 2021
15:52
Поделиться
;