Ыр кăмăллăх ан вĕçлентĕр
Апрелĕн юлашки эрнинче ыр кăмăллăх эрни иртнине пурте лайăх астăватăр. Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем те питĕ хастăр хутшăнчĕç унта. Шкул территорине тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Аслă классенче вĕренекенсем панулми йывăççисене сыпрĕç. Килте те ачасем тирпей-илем кĕртме пулăшрĕç çак вăхăтра. Шкулта тротуар хĕррипе тĕмсем, чечек лартма çĕнĕрен клумбăсем турăмăр. Муркаш ял администрацийĕн çамрăксен форумĕнче ыр кăмăллăх концертне лартрăмăр. Ветерансене пулăшрĕç ачасем.
«Салтака пулăш» акцие хутшăнса вара Муркаш шкулĕнче вĕренкенсем, учительсем, ашшĕ-амăшюĕсем харпăр-хăй гигиена япалисене 1000 япала пуçтарчĕç. Тетральсем, ручкăсем, кăранташсем, конвертсем, шăл тасатмалли пастăсем, щеткăсем, шампуньсем тата тем те илсе килчĕç ачасем. Ку ĕçре уйрăмах Н. Федькина (6 «а»), И. Николаев (6 «в»), О. Евдокимова (9 «г») питĕ хастар (сăн ÿкерчĕкре) пулчĕç. Çавăн пекех С. Сорокина (3 «в»), М. Михайлова (3 «в»), С. Жукова (2 «б»), Д. Михайловăна (3 «а»), Р. Григорьева (4 «б»), Н. Портнова (5 «а»), В. Алексеевăна (10 «а»), Г. Колбасовăна (10 «а»), В. Романовăна (11 «Б»), В. Сидюшкинăна (2 «в») ырăпа асăнмалла. Вĕрентекенсем те чылай япала илсе килчĕç: С,И. Карпова, В.Г. Смирнов, Г.Л. Сидюшкина уйрăмах активлă пулчĕç.
Çавăн пекех ачасем тĕрлĕ конкурса хутшăнчĕç. Кашни класрах вĕрентекенсем ыр кăмăллăх урокĕсене ирттерчĕç.
Ыр кăмăллă пĕр эрне çеç мар, кашни кунах пултăр пирĕнте.