Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем Победы

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем Победы

Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, салтак  арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, «вăрçă ачисем», ентешĕмĕрсем!

 

Сире пурне те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче   Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 79  çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.  

Çĕнтерÿ кунĕ - пуриншĕн те уяв. Çак кун эпир пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ паттăр салтаксене, тыл ĕçченĕсемпе аслисемпе тан вăй хунă «вăрçă ачисене» тепĕр хут  чĕререн тав тăватпăр.

Пирĕн районтан 9845 çын тухса кайнă вăрçă хирне. Вĕсенчен 5491-шĕ каялла таврăнайман. Паян вара Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксем те Муркаш  тăрăхĕнче 2-ĕн çеç юлчĕç.  Тыл ĕçченĕсемпе вăрçăра вилнĕ салтаксен арăмĕсем вара 187-ĕн.

 Сирĕн нимпе танлаштарма çук паттăрлăхăра эпир нихăçан та манмастпăр. Ачасене  сирĕн ырă тĕслĕхĕр çинче воспитани парса ÿстеретпĕр. Муркашсен маттур ывăлĕсем паян   çĕр çинчи мире сыхласа хăварас тесе çĕнĕрен пуçне çĕкленĕ нацизмпа кĕрешеççĕ.

Хаклă çыннăмăрсем! Паян эпир сирĕн çапăçури, тылри паттăрлăхăра тĕпе хурса, тăван ен аталанăвĕшĕн тăрăшатпăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул  сунатпăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов

 

 

 



08 мая 2024
11:07
Поделиться