Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с 80-летием районной газеты

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с 80-летием районной газеты

 

Район хаçачĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем, хаçат тусĕсемпе вулакансем!

Сире пурне те районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат тухма пуçланăранпа 80 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

«Колхозник сасси» ятпа тухма пуçланă район хаçачĕ вăрçă  вăхăтĕнче тылра юлнисене Çĕнтерÿшĕн,  фронтшăн ырми-канми ĕçлеме хавхалантарнă. 80 çул хушши вăл ыррине, лайăххине халăх хушшине сарма пулăшать, çитменлĕхсене шута илсе, çитĕнÿ тума  чĕнет.

Паян та эсир кунсеренех хамăр Муркаш тăрăхĕнче пулса иртекен  ĕçсене вăхăтра, тĕрĕс тата пур енлĕн çутатса пама тăрăшатăр. Пурнăçри çĕнĕлĕхсемпе улшăнусене ял çыннисем патне вăхăтра çитерес тесе тимлетĕр.

Ял çыннисемшĕн интереслĕ  ыйтусене хускатма тăрăшатăр яланах. Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракансемпе, коллективсен çитĕнĕвĕсемпе, пурнăçри, производствăри çĕнĕлĕхсемпе паллаштаратăр.

Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн,  хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек тата пысăк ответлăхпа пурнăçланăшăн. Район хаçачĕ вулакансемшĕн  малалла  та кĕтнĕ хăна пултăр, ăна вулакансен йышĕ ÿссех пытăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх,  телей, вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу  сунатпăр.

Муркаш мунциципаллă округ пуçлăхĕ                                   А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 

 



05 мая 2024
08:15
Поделиться