Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем работника культуры

 

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем! Çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

 Эсир тăван халăх культурипе йăли-йĕркине сыхласа хăварас тата малалла аталантарас тесе тăрăшатăр. Çак ĕçе ял çыннисемпе пĕрле пурнăçлатăр. Çитĕнекен ăрăва та çак ĕçе явăçтаратăр. Вĕсем хамăрăн çĕршывăн мухтавлă историйĕпе пуян культурине ăша хывса ÿсчĕр тесе сахал мар ĕç туса ирттеретĕр.

Муркаш тăрăхĕнче пĕр мероприяти те культура ĕçченĕсем хутшăнмасăр иртмест.   Художество пултарулăх ушкăнĕсем кашни уява илем кÿреççĕ. Эсир  ял çыннисен канăвне, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме тĕрлĕрен майсем туса паратăр. Тавах сире хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн, тĕрлĕ енлĕ пултарулăхăршăн.

Пурсăра та çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов.

 

 

 



25 марта 2024
13:39
Поделиться