Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем Конституции
Хаклă ентешсем!
Сире пурне те Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ кунĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр.
Конституци - пирĕн çĕршывăн тĕп саккунĕ. Вăл Раççей патшалăх тытăмне, обществăри йĕркелĕхе çирĕплетме пулăшать, граждансен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлет.
Пирĕн çĕршыв малалла епле аталанса пырасси, унăн пуласлăхĕ пирĕнтен хамăртан нумай килет. Эпир хамăр ĕç вырăнĕнче тăрăшса вăй хуратпăр пулсан, çĕршыв тата та çирĕпрех те вăйлăрах пулĕ. Çавăнпа та пирĕн малалла та пĕр шухăшлăн, пĕр тĕллевпе тăван Муркаш тăрăхĕ, республика, çĕршыв пуласлăхĕшĕн çине тăрса ĕçлемелле.
Сире пурне те çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.
Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Матросов.
Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ А.В. Иванов.