Моргаушский муниципальный округ

Паллă ăсчахăн 100 çулхи юбилейне халалласа «Чăваш халăх ăсчахĕ» ятпа краеведени урокĕ иртрĕ

Паллă ăсчахăн 100 çулхи юбилейне халалласа  «Чăваш халăх ăсчахĕ» ятпа краеведени урокĕ иртрĕ

2022 çул –Паллă ентешсен çулталăкĕ. Пирĕн районта тăван ен, республика аталанăвне пысăк тĕпе хывнă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри пулать те ĕнтĕ Иван Дмитриевич  Вязов.

Паллă ентешсен çулталăкне тата краевед çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май сентябрĕн 30-мĕшĕнче халăх ăсчахне, Муркаш пайонĕн хисеплĕ гражданинне Иван Дмитриевич Вязова асăнса, ял тăрăхĕсен хушшинчи тĕп библиотека  «Чăваш халăх ăсчахĕ» ятпа краеведени урокне ирттерчĕ.

 Кăçал Чăваш Республикинче Паллă ентешсен çулталăкĕ пырать. Муркаш çĕрĕ те паллă ентешсемпе пуян. Çакна май çулталăкĕпех пирĕн ентешсене чысласа Муркаш районĕн библотекисем тĕрлĕ меропритисем иртереççĕ.

Авăн уйăхĕн 30-шĕнче Муркаш районĕн тĕп библиотеки паллă ентеш Иван Дмитриевич Вязов çуралнăранпа 100 çул çитнине халаласа «Чăваш халăх ăçчахĕ» краеведени урокне ирттерчĕ. Вăл 1922 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Оринин тӑрӑхӗнчи Атапай ялĕнче ҫуралнӑ.

Библиотека специалисчĕсем шкул ачисене Иван Дмитриевч çинчен нумай каласа пачĕç, унăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, ГТРК «Чăван Ен» 2015 çулта ÿкернĕ «Ветеран Вязов» видеофильма кăтартрĕç. Иван Дмитриевич видеороликра вăрçă тӗп самантсем çинчен тата хурлăхлă самант çинчен каласа пачĕ – ултă юлташсенчен вăл пĕччен яла таврăннă. Ачасене вулавăш ĕçченĕсем академик çырнă кĕнекесемпе паллаштарчĕç: «Апаш», «Оринин аваллӑхӗ», «Тăван çершывшăн», «Дорогие имена», «Тăван ялăм Атапай» тата ун çинчен çырнă статьясемпе, кĕнекесемпе.  

Вуннăмĕш классра вĕренекенсем «Тăван ялăм Атапай» кĕнекери сăвва пĕрри хыççăн тепри вуларĕç. «Чăнах та çав тери çепĕç илĕртÿллĕ сăвă. Кунта чун ăшши те, иртсе кайнă кунсен тунсăхĕ те» - терĕç вара вĕсем.

Урок вĕçленсе пынă май ачасене филвордри пытаннă сăмахсене шыраса тупма сĕнчĕç. Кунта Иван Дмитриевич кам-кам пулнине кăтартса панă: академик, поэт, ветеран тата ытти те. Кунтах вулавăш ĕçченĕсем Муркаш районĕн тĕп библиотека сайчĕпе те палаштарчĕç. Уйрăммăн «Писатели и краеведы Моргаушского района» баннера уçса пирĕн районта çуралса ÿснĕ ытти краеведсемпе тата çыравçăсемпе паллаштарчĕç.

Иван Димитриевич - пирĕн ентеш, чăн-чăн чăваш çынни, Муркаш районĕн мухтавлă ывăлĕ.  Пирĕн унăн ятнĕ нихăçан та манса каймалла мар.



03 октября 2022
11:52
Поделиться