Моргаушский муниципальный округ

Паллă ентешĕмĕр, Муркаш районĕн Хисеплĕ гражданинĕ В.М. Васильев çинчен çырнă «Учитель-это призвание» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ

Паллă ентешĕмĕр, Муркаш районĕн Хисеплĕ гражданинĕ В.М. Васильев çинчен çырнă «Учитель-это призвание» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ

«Пуян вилет - мул юлать, ыр çын вилет - ят юлать», - тенĕ ĕлĕкех ватăсем. Районта пурăнакансенчен ытларахăшĕ аван пĕлнĕ Валерий Михайлович Васильева илес пулсан, мулĕ пирки темех калаймăпăр пулин те, ырă ячĕ тĕлĕшпе вара сахалах мар калама пулать.

Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин вĕренĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Муркаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ Валерий Васильев Тивĕш шкулĕнче те, КПСС Муркаш райкомĕнче те, Муркаш район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕнче те, Чуманкассинчи вăтам шкул директорĕнче те ĕçлерĕ. Тава тивĕçлĕ ĕçсемпе кăна палăрса тăчĕ. 2015 çулхи июнĕн 19-мĕшĕнче вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Районăн хисеплĕ çыннин, районти вĕренÿ системине аталантарма пысăк тÿпе хывнă хăйĕн юратнă ашшĕн Валерий Михайловичăн ырă ятне асра хăвармалла тăвас тесе унăн хĕрĕ Екатерина Тимофеева (Васильева) пысăк ĕç тунă - унăн 65 çулхи юбилейĕ тĕлне «Учитель - это призвание» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Кĕнекене В.М. Васильевăн пурнăçĕн тĕрлĕ тапхăрĕсем тата педагогика ĕçĕ-хĕлĕн тĕп саманчĕсем пирки каласа панисене, тăванĕсемпе юлташĕсен тата коллегисен аса илĕвĕсене, çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксене кĕртнĕ.

Ашшĕне халалланă кĕнекепе автор Екатерина Тимофеева Чуманкасси шкулĕнче январĕн 15-мĕшĕнче паллаштарчĕ. Презентацие районти яваплă ĕçченсем, Валерий Васильевпа тĕрлĕ çулсенче пĕрле ĕçленисем, кунпа пĕрлех пĕрле вĕреннисем, Чуманкасси шкулĕнче ĕçлекенсем, тус-юлташĕсем, тăванĕсем пухăнчĕç.

Презентацие уçнă май, хăйĕн ашшĕне сума суса кăна мар, районшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттернĕшĕн район пуçлăхĕ Игорь Николаев Екатерина Тимофеевăна тав сăмахĕ каларĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн указĕпе 2022 çула Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Чăннипех те пирĕн хамăрăн мухтавлă ентешсене пĕлмелле, вĕсемпе мухтанмалла, вĕсем пирки каласа памалла. Апла пулсан ку енĕпе те çакă пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Аса илÿсен çыххи чылая тăсăлчĕ. Вăл вăхăтра район администрацийĕн ертÿçинче ĕçленĕ Валерий Вязов, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова, «Инттехс» ООО ертÿçи Альберт Иванов, Валерий Васильевпа пĕр курсра вĕреннĕ Леонид Таймасов, район хаçачĕн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов, Йÿçкасси вăтам шкулĕн директорĕ Юрий Яковлев, Чуманкасси шкулĕн директорĕ Федор Рылин тата ыттисем Валерий Васильевпа çыхăннă самантсене аса илчĕç, вăл ырă чунлă та йăваш çын пулнине, çав вăхăтрах пĕрлехи ĕçшĕн чунĕпе çунса тăнине, уйрăммăн илес пулсан вара çăмăл мар вăхăтра районти вĕренÿ системине малалла аталантарассишĕн пĕтĕм вăйне, пĕлĕвне, ăсталăхне парса тăрăшнине палăртрĕç.

Валерий Васильев район администрацийĕн вĕренÿ пайне ертсе пынă çулсенче вара районти вĕренÿ системин аталанăвĕнче сахал мар улшăну пулса иртнĕ. Сосновка, Атапай, Турай, Юнкă, Шатракасси шкулĕсен, виçĕ ача сачĕн çĕнĕ çурчĕсене çĕкленĕ. Хушма вĕренÿ системи малалла аталаннă. Çамрăк техниксен Муркашри станцине уçнă. Уйрăмах пултаруллă ачасем валли 2000 çулта Муркашра И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн лицейне йĕркелеме май килнĕ.

Тĕрĕссипе В.М. Васильев пирĕн районта мар, Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче 1957 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче çуралнă, ачалăх çулĕсем те кунтах иртнĕ. Çемьере йăмăкĕпе шăллĕ пулнă.

1975 - 1977 çулсенче Валерий Васильев стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсенче службăра тăнă, связист пулнă. Унăн служба пурнăçĕ пирки «Служба в армии» пайра çырса кăтартнă.

Служба тивĕçне пурнăçланă хыççăн Валерий Васильев Чăваш патшалăх университетне хатĕрленÿ уйрăмне, тепĕр çулталăкран историпе филологи факультечĕн истори уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Студент пурнăçĕ пирки кĕнекере Валерий Михайловичпа пĕрле вĕреннĕ Леонид Таймасов каласа парать. Чуманкасси шкулĕнчи тĕл пулăва Леонид Александрович та хутшăнчĕ, студент çулĕсене ăшшăн аса илчĕ. Валера ăнăçлă ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех пурнăçра яланах активлă вырăн йышăннине, обществăлла ĕçсенче хастар пулнине, спортпа туслă пулнине, художество пултарулăх коллективне çÿреме те вăхăт тупнине палăртрĕ.

Хăйне вăл спортăн тĕрлĕ енĕсенче тĕрĕслесе пăхнă: çăмăл атлетикăра та, волейболла выляссипе те, футболра та, велоспортра та. Футболла выляссипе, йĕлтĕрпе чупассипе, ГТО-н нумай енлĕ тупăшăвĕпе университет спортсменĕсем хушшинче мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртусене тăтăшах хутшăннă.

Студент çулĕсенчех çемье пирки те манман. 1980 çулта Куславккара студентсен строительство отрядĕнче туй ирттернĕ. Хăйĕн пулас мăшăрĕпе Алина Варламовнăпа Валерий Михайлович студентсен общежитийĕнче паллашнă. Алина Варламовна университетăн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕнче вĕреннĕ.

1981 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче Васильевсен çемйинче пĕрремĕш ача - Александр çуралнă. Кун пирки кĕнекен «Рождение первенца» пайĕнче çырса кăтартнă.

Валерий Михайлович ĕç биографине 1983 çулта Муркаш районĕнчи Тивĕш шкулĕнче пуçланă. Кунта вăл класс тата шкул тулашĕнчи ĕç йĕркелÿçинче тăрăшма тытăннă, кунпа пĕрлех ачасене историпе тата обществоведенипе вĕрентнĕ.

Пултаруллă йĕркелÿçĕне, хастар ĕçчене çийĕнчех асăрханă. Çапла вара ăна 1985 çулта ун чухне КПСС Муркаш райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ Валерин Краснов парти райкомне пропагандăпа агитаци пайĕн инструкторне ĕçлеме йышăннă.

Тепĕртак вăхăт иртсен ăна Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин хушăвĕпе Муркаш районĕн вĕренÿ пайĕн заведующине çирĕплетнĕ. Çапла вара 1987 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса вăл çĕнĕ должноçре ĕçе кÿлĕннĕ. Ку вăл перестройкăпа çыхăннă çăмăл мар вăхăт пулнă. Валерий Михайловичăн пĕтĕм йĕркелÿ пултарулăхĕ, тăрăшулăхĕ шăпах ĕнтĕ çав çулсенче палăрнă.

2007 çулта Валерий Михайловича Чуманкасси вăтам шкулне ертсе пыма çирĕплетнĕ. Юлашки кунчченех, 2015 çулхи июнĕн 19-мĕшĕнче хастар чĕри тапма чарăничченех çакăнта тăрăшнă. Кунта та ырă ĕçсем сахал мар туса ирттернĕ. Вĕренÿ пахалахĕ енĕпе шкула республикăра чи лайăххисен шайне çитерме пултарнинче унăн тÿпи пĕчĕк мар.

Обществăлла ĕçсенче те яланах хастар пулнă. 2010 çулта ăна Отарккă суйлав округĕпе депутатсен район Пухăвĕн депутатне суйланă. Районăн спорт пурнăçĕнче активлă пулнă: йĕлтĕрпе тата çуран чупассипе, волейбол енĕпе ăмăртусене тăтăшах хутшăннă.

Халăха вĕрентес ĕç учрежденийĕсене пĕлсе ăста ертсе пынăшăн В.М. Васильева 1994 çулта кăкăр çине çакмалли «Халăха вĕрентес ĕç отличник» паллă парса наградăланă. Вĕренÿ ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн 1998 çулта ăна Чăваш Республикин вĕренĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне панă. 2017 çулта унăн ятне Муркаш районĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Тĕл пулура Алина Варламовна мăшăрĕ пирки ăшă сăмахсемпе аса илчĕ, Валерий Михайлович чăннипех те лайăх упăшка, ырă ашшĕ пулни пирки каларĕ. Кĕнеке авторĕ Екатерина Тимофеева вара ашшĕ пирки аса илÿсен кĕнекине хатĕрлесе пичетлесе кăларма пулăшнисене тав турĕ, унăн ячĕ тăванĕсен, çывăх çыннисен, юлташĕсен асĕнче пулассине шанни пирки пĕлтерчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.



20 января 2022
16:42
Поделиться