Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем российской и чувашской печати

Пичет ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем, хаçат тусĕсемпе вулакансем!

Сире пурне те Раççей Пичечĕн тата çывхарса килекен Чăваш Пичечĕн  кунĕсемпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Паян пурнăç  хăвăрт улшăнса пынă вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Эсир ял çыннисене районти лару-тăрупа вăхăтра паллаштарма тăрăшатăр. Çапла майпа  район хаçачĕ вырăнти влаçпа халăх хушшинчи çыхăну  кĕперĕ те пулса тăрать. Халăх патне  хамăр тăрăхра пулса иртекен ĕçсем çинчен  тĕрĕс те тулли информаци çитересси, районта пурăнакансем пурнăçра пулса иртекен улшăнусене тĕрĕс хак парасси, тĕрĕс  ăнланасси вара   журналистăн професси шайĕнчен, унăн татăклă та тĕрĕс каланă сăмахĕнчен,  вăл хăйĕн тивĕçне епле пурнăçланинчен нумай килет.   

Эсир ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракансемпе, çавăн пекех  пурнăçри çĕнĕлĕхсемпе тата  малти опытпа паллаштарнипе пĕрлех халăха канăç паман ыйтусене те хускататăр. Малашне «Çĕнтерÿ ялавĕ» тата та интереслĕрех тухасса, вулакансен йышĕ ÿссех пырасса  шансах тăратпăр.

Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу  сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                             И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                               Р.Н. Тимофеев.



09 января 2020
17:01
Поделиться