Çĕнĕ Çул ячĕпе савӑнтарчĕç

Çĕнĕ Çул ячĕпе савӑнтарчĕç

Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансене 2020-мĕш çулхи январĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарти çамрӑк эстрада артисчĕсем хӑйсен илемлĕ те интереслĕ Çĕнĕ Çул уяв концерчĕпе савӑнтарса хӑварчĕç. Çак çамрӑк пултарулӑх ушкӑнне Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Михаил Федоров йĕркеленĕ. Юрӑç-композитор Игорь Иванов хӑй çырнӑ илемлĕ юрӑсене чĕрене кĕрсе вырнаçмалла шӑрантарчĕ. Çавӑн пекех «Яш каччӑсем» ушкӑн: Михаил Федоровпа Алексей Иванов куракансен кӑмӑлĕсене çĕклерĕç. Çак ушкӑнĕнра пирĕн ентеш Алексей Иванов (амӑшĕ Елена Уткина Москакасси ялĕнчен) çамрӑк юрӑçа курма питех те кӑмӑллӑ пулчĕ. Вӑл юрӑç кӑна мар, радиора тата телевиденинче диктор пулса вӑй хурать. Çĕнĕ Çул уявĕ мĕнле-ха вӑл юрӑ – ташӑсӑр. Артистсем юрланипе куракансем чӑтаймасӑр юрларĕç те ташларĕç, кӑмӑлĕсене уçмаллипех уçрĕç. Чылая тӑсӑлчĕ уяв концерчĕ. Концерт вĕçленсен Г.Голубева артистсене куракапнсен ячĕпе Çĕнĕ Çул парни туса панӑшӑн чунтан ӑшшӑн тав сӑмахĕ каларĕ. Татах çакӑн пек илемлĕ концертсемпе халӑха килсе савӑнтарма йыхравларĕ. Юлашкинчен залра ларакансем ура çине тӑрса артистсене тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç. Пурин кӑмӑлне те çĕклерĕç çак каç пултаруллӑ та маттур каччӑсем. Тавах вĕсене!!!



06 января 2020
11:55
Поделиться