Моргаушский муниципальный округ

Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ларăвĕнче ку таранччен тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç

Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ларăвĕнче ку таранччен тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç

«Чăннипех те, Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕ чăваш халăх-йăлине, культурине сыхласа хăварса, малалла аталантарассинче, çак ĕçе çитĕнекен ăрăва явăçтарассинче сахал мар курăмлă ĕçсем туса ирттерчĕ. Районта ЧНК вырăнти уйрăмĕ пурри, вăл тăрăшса ĕçлени куçкĕретех», - терĕ паян район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ-пай ертÿçи  Лилия Тарасова  Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ларăвĕнче.

Ун шухăшĕпе пурте килĕшрĕç.

Ларура шăпах ЧНК вырăнти уйрăмĕн отчетне пăхса тухрĕç.Унта ЧНК  вырăнти уйрăмĕн членĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсенчи уйрăмĕсен ертÿçисем те хутшăнчĕç.

ЧНК вырăнти уйрăмĕ республикăра ырă ятлисен шутĕнче пулнине çакă та çирĕплетсе парать. 2015 çулта шкул ÿсĕмне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче икĕ чĕлхепе калаçакан ачасене чăвашла вĕрентме методика меслечĕсем çителĕксĕр пулнăра, ЧНК районти уйрăмĕн ларăвĕнче ЧНК ĕç тăвакан комитетне çакăн пирки калакан çырупа тухма йышăнчĕç, çапла турĕç те. Çав  çырăва тĕпе хурса,  ЧНК ĕçтăвкомĕ Республикăри вĕренÿ институтне сĕнÿсемпе тухнă , унта чăвашла иртекен уяв сценарийĕсен, методика меслечĕсен пуххисене кăларассипе ĕçлеме тытăннă.

Çав çулах, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашласа, вырăнсенче уйрăмăн канашĕсене йĕркенĕ. Паянхи куна Москакасси, Оринин, Чуманкасси, Уйкас Янасал, Йÿçкасси, Юнкă, Хорнуй, Ярапайкасси, Катькас, Шетмĕпуç ял тăрăхĕсенче уйрăмах тăрăшса ĕçленине каласа хăвармалла.

 Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Наталия Николаева туса ирттернĕ ĕçсем çинчен отчет тунă май çакна палăртрĕ. Кашни çулах ытти нумай ĕçсем тунипе пĕрлех пĕр-пĕр палăрăмлă район шайĕнчи мероприяти ирттерме йышăннă. Ветерансен кăмăлне шута илсе, Литература тата К.В. Иванов çулталăкĕнче сăвă çыракансен конкурсне ирттернĕ. Асăннă конкурсăн Положенине хатĕрленĕ.Çĕнтерÿçĕсене октябрĕн 1-мĕшĕнче - Ватă çынсен кунĕнчи уявра чысланă.

2016 çулта район шайĕнчи пĕрремĕш пысăк конкурс - «Чăваш тĕррин конкурсне» ирттернĕ. Конкурс а хутшăннă çынсен тĕрĕллĕ ал ĕçĕсен куравĕнчен кăна мар, вырăнтах чăваш тĕррине тĕрлессин тапхăрĕнчен те тăчĕ. Районти тĕрлĕ ял тăрăхĕнчи шкул ачисене те, аслă ăрурисене те явăçтарнă. Çак конкурса пирĕн район хыççăн, ун пирки Чăваш наци радиовĕпе каласа кăтартнă хыççăн ытти хăш-пĕр районта та ирттерме пуçларĕç.

Çав çулах Тури чăвашсен музейĕнче шкул ачисен «Чикĕм хыççăн чикĕм» тĕрĕ кружокне йĕркеленĕ. Унта  халĕ ытларах Муркашри вăтам шкулти хĕрачасем çÿреççĕ.

Апрель уйăхĕнче, Чăваш чĕлхин кунне халалласа, «Эпĕ - чăваш» сăвăсен тата хайлавсен конкурсне йĕркеленĕ.

2017 çулта Тури чăвашсен музейĕнче «Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ» регионсем хушшинчи конкурсăн районти тапхăрĕ иртрĕ.  ЧНК комитечĕсен ертÿçисем Муркаш районĕнче  фестивале туллин те пуян йĕркелеме пултарнине палăртса хакларĕç. Тури чăвашсен музейĕнче халăх лăк тулли пулчĕ, курма пыракан чылай пулчĕ. Пур ял тăрăхĕнчи ĕçтешсем те активлăхпа палăрчĕç.

2017 çултах район шайĕнче тепĕр пысăк мероприяти - «Манăн несĕл йывăçĕ» тата «Муркаш районĕн слоганĕ» конкурссене Тури чăвашсен музейĕнче ирттернĕ.Хăйсен йăх-несĕлĕпе кăсăкланакансем валли çавра сĕтел те йĕркеленĕ. Конкурса хутшăннă 17-18 ĕмĕрсенчи тымарĕсене тупса палăртнă çынсен ĕç йĕркипе паллашасси пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ.

2018 çулта Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн районти ача-пăча библиотекипе пĕрле канашласа «Вăл - пирĕн ентеш, вăл – пирĕн мăнаçлăх» çĕнĕ проекта пурнăçа кĕртме пуçланă. Ăна  ертсе пыраканĕ - асăннă библиотека ертÿçи Елена Налимова.

2019 çулта  Сосновкăри тĕп шкулта чăваш ачисен фестиваль-конкурсне йĕркеленĕ. Пурте пĕрле вăй хунипе фестивале районти тĕрлĕ шкулти ачасен фольклор ушкăнĕсене явăçтарнă. Ачасене хăйсене те питĕ килĕшрĕ çак уяв.

Наталия Николаевна пĕтĕм ĕçе район администрацийĕн культура, вĕрентÿ пайĕсемпе канашласа  пĕрле ĕçленине палăртрĕ. Вĕсен ертÿçисене Любовь Рыжковăпа  Зоя Дипломатовăна тав сăмахĕсем каларĕ.  Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумне-пай  ертÿçине  Лилия Тарасована ыйтусене татса пама пулăшнăшăн уйрăммăн тав турĕ.

Пуçтарăннисем çитес çулта район шайĕнче иртекен меропрятисенчен хăшĕсене вырăнсене тухса ирттерме палăртса хăварчĕç. Çакă вырăнсенчи уйрăмсен ĕç-хĕлне татах та активлăлатма пулăшнине, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май панине  палăртса хăварчĕç.

Ларура çавăн пекех  ЧНК Муркаш районĕнчи уйрăмĕн çĕнĕ составне, çавăн пекех  ял тăрăхĕсенчи ЧНК районти уйрăмĕн вырăнсенчи уйрăмĕсен ертÿçисене çирĕплетрĕç.

Ларура пурте пĕр саслăн пулса, ЧНК районти уйрăмĕн ертÿçи пулма  Наталья Николаеванах шанчĕç.

Юлашкинчен тăван чĕлхене, халăх культурипе йăли-йĕркине аталантарассинче тăрăшса  ĕçленисене ЧНК Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.

 



27 декабря 2019
17:57
Поделиться