Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Новым годом и Рождеством Христовым

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Новым годом и Рождеством Христовым

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Çĕнĕ çул тата çывхарса килекен раштав уявĕпе  чун-чĕререн саламлатпăр.

Акă, сисĕнмесĕрех тепĕр çул иртсе кайрĕ. Муркаш районĕнче пурăнакансемшĕн вăл палăрăмлă çулталăк пулчĕ: тăван районăмăр 75 çул тултарчĕ. Вăл малалла çирĕп утăмсемпе уттăр тесе,  сирĕнтен кашниех хăйĕн ĕç вырăнĕнче тăрăшса ĕçлерĕ. Тавах сире çакăншăн.

Пĕрле пĕр тĕллевпе ĕçлесен вара ÿсĕм те пулать. Промышленность таварĕсене, ял хуçалăх продукцине туса илесси чылай  ÿсрĕ.  Çулсем юсассипе те япăх мар ĕçлерĕмĕр. «Хăрушсăрлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр» федераллă программăпа кăна 9,4  км çул юсарăмăр.  Ял çыннисем те пуçаруллă пулчĕç ку енĕпе: инициативлă бюджетировани программипе ялти çулсене тата 10 км çула юсаса йĕркене кĕртрĕмĕр.  Ял çыннисен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли программăсене те активлă  хутшăнтăмăр. Вĕрентÿ, культура  учрежденийĕсене юсассипе сахал мар ĕç турăмăр. Кашни отрасльтех ырă улшăнусем пулчĕç.

2019 çулта та  Муркаш район Раççей, республика шайĕнче иртнĕ тĕрлĕрен конкурссенче   малти вырăнсене йышăнчĕ.

Хаклă çыннăмăрсем! Ку таранччен тунă ÿсĕмсене эпир пĕрле турăмăр. Çитес çул та пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесчĕ,  тăван район, республика, çĕршыв  малалла  аталантăр тесе  хамăртан килнине йăлтах тăвасчĕ.

Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм  кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр, мĕн палăртни пурнăçласах пытăр. Çĕнĕ çул ячĕпе сире!

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                         И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                           Р.Н. Тимофеев.



26 декабря 2019
14:24
Поделиться