Моргаушский муниципальный округ

Çĕнĕ Çул теттисем - культура Çуртне

Çĕнĕ Çул теттисем - культура Çуртне

Москакасси вӑтам шкулĕнче вĕренекен 4-мĕш классенче вĕренекен ачасем хушшинче культура Çуртĕнче ĕçлекенсем Çĕнĕ Çула валли тĕрлĕрен илемлĕ теттесем туса килме хушнӑччĕ. Акӑ паян, декабрĕн 20-мĕшĕнче, культура Çуртне икĕ классри 30 ача тата класс ертÿçисем С.Ф.Желтова тата Е.А.Бирюкова уроксем хыççӑн килсе çитрĕç. Культура Çуртне кĕрсен пурте çипуçĕсене хывса çӑкерĕç, зала кĕрсе вырнаçрĕç. Ачасене валли Л.Ванюшкина библиотекарь икĕ Çĕнĕ Çул юмахĕсем: «Новогодняя ночь» тата «Снеговик – почтальон» хатĕрленĕ. Çак юмахсене ачасем сенкер экран çинчен интересленсех пӑхса ларчĕç. Вӑл хушӑра ачасем хатĕрлесе килнĕ теттесенчен чи хитрисене, илемлисене суйласа илчĕç класс ертÿçисемпе культура ĕçченĕсенм. Вĕсенчен 1,2,3-мĕш вырӑна тухнӑ теттесемшĕн парнесене хатĕрлесе хучĕç. Юмахсене курса пĕтернĕ хыççӑн, ачасене Г.Голоубева А.Брагинан выставкипе паллаштарчĕ. Ачасем кашни япалана, картинӑна интересленсех тытса пӑхрĕç. Вĕсемшĕн чӑннипех те пысӑк асамлӑх пулчĕ çак художникӑн ĕçĕсене пӑхмашкӑн.

Юлашкинчен ачасен чи кĕтнĕ саманчĕ çитрĕ. Вĕсем библиотекӑна кĕрсе вырнаçса ларчĕç. Г.Голубева малтанах 2,3- мĕш вырӑна тухнӑ ачасене саламласа асӑнмалӑх парнесем тыттарчĕ. 1-мĕш вырӑна вара Хамеков Александрпа Хораськин Серафима çитекеннисем пулмарĕç. Вĕсене асӑнмалӑх А.Брагина парнеленĕ илемлĕ теттесем ӑсталамалли кĕнекесене парнелерĕ. Ачасем хӑйсем ӑсталаса килнĕ теттесене пĕтĕмпех культура Çуртне парнелесе хӑварчĕç. Çак тĕл пулуран никам та парнесĕр каймарĕ. Г.Голубева пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ Çул ячĕпе тутлӑ çимĕçсемпе сӑйларĕ, ачасене Çĕнĕ Çул ёлкине килме йыхравларĕ. Ачасем хаваспах килĕшрĕç, тав сӑмахĕ каласа сывпуллашса тухса кайрĕç культура Çуртĕнчен.



23 декабря 2019
09:18
Поделиться