Моргаушский муниципальный округ

Ырӑ кӑмӑл парнелерĕç

Ырӑ кӑмӑл парнелерĕç

Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шураппа» фольклор пултарулӑх ушкӑнĕ хĕл кунĕн пĕрремĕш кунĕнче Анаткас Аппашри клуба концертпа çитсе килчĕ. Артистсене клуб ертÿçи Алевтина Семенова хӑйĕн мӑшӑрĕпе ӑшшӑн кĕтсе илчĕç. Артистсем хатĕрленнĕ хушӑра клуба ял халӑхĕ тата çывӑх ялсенче пурӑнакансем самаях пуçтарӑнчĕç. Концерт программине Софья Ершова яланхи пекех илемлĕн ертсе пычĕ. Программӑра чӑваш халӑх юррисенчен пуçласа хальхи композиторсен юррисем таранах пулчĕç. Мĕн тĕрлĕ илемлĕ юрӑсем шӑрантармарĕç пулĕ Шураппасем. Кашни юрланӑ юрӑ хыççӑн куракансем аллисене шеллемесĕр çапрĕç, ÿркенменнисем урасемпе тапӑртаттарса кӑна ларчĕç. Шÿтсемпе те, сӑвӑсемпе те, ташӑсемпе те савӑнтарчĕç артистсем. Пĕчченшерĕн, икшерĕн тухса юрлакансене: Галина Шалтынована, Павлина Никифоровнӑна икшер хут сцена çине йыхравларĕç. Вера Беспалова балалайкӑпа выляса юрланӑ хыççӑн, татах тепĕр хут юрлаттарчĕç. Чӑваш Республикин культура тава тиивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Кондукторова çак ушкӑна хаваспах ертсе пырать. Вӑл çĕнĕрен те çĕнĕ чӑваш халӑх юррисене, композиторсен юррисене баянпа юрлама вĕрентет.

Юлашкинчен çак ялта пурӑнакан, декабрĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ, паянхи кун 79 çул тултарнӑ ялти чи маттур та пултаруллӑ асаннене, Снежкова Елена Петровнана, Шурапппасем ячĕпе Галина Голубева чечек çыххипе тата аçанмалӑх парне парса, «Çуралнӑ кун» юрӑпа саламларĕ. Унпа юнашар Алевтина Семенова та пĕрле тӑрса юрра шӑрантарчĕ.

Куракансен кӑмӑлĕсене çĕклеме пултарчĕç çак кун Шураппасем. Кÿршĕ ялтан килнĕ çынсем хӑйсен ялне пырса концертпа савӑнтарма ыйтса хӑварчĕç артистсене. Концерт вĕçленсен, сцена çине А.В.Семенова улӑхса артистсене пĕтĕм ял-йыш ячĕпе чунтан тухакан чи ӑшӑ сӑмахсемпе саламларĕ. Малашне те куракансене илемлĕ юрӑ-ташӑсемпе савӑнтарса тӑма ӑнӑçу сунчĕ.

Çак ялта пурӑнакан çынсем тĕлĕнмелле туслӑ пурӑнаççĕ.  Концерт курма килекенсем артистсене хӑналама тутлӑ апат-çимĕçпе килнĕ клуба. Юлашкинчен вĕсем артистсене тутлӑ çимĕçсемпе сӑйларĕç. Тулли те савӑк кӑмӑлпа таврӑнчĕç Москакасси артисчĕсем Анаткас Апашран.

Çак клубра вӑй хуракана, Алевтина Семенована, тата ял-йыша пысӑк тав сӑмахĕ каласшӑн эпир, Москакасси культура ĕçченĕсем, çавӑн пек ыр кӑмӑллӑ çынсем пулнишĕн! Малашне те çавӑн пек вӑй-халпа ĕçлесе пыма ӑнӑçу та телей сунатпӑр сире!



03 декабря 2019
13:11
Поделиться