Моргаушский муниципальный округ

Акучасем - чӑн-чӑн артистсем

Акучасем - чӑн-чӑн артистсем

 Ноябрĕн 30-мшĕнче Москакасси культура Çуртне Сӑпайĕнчи культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Акуча» юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ килсе çитрĕ. Концерта курма кӑмӑл тӑвакансем клуба самаях пуçтарӑнчĕç.

   Асӑнннӑ вӑхӑтра сцена çине хитре чӑваш çипуçĕсем тӑхӑннӑ артистсем   тухса, илемлĕ чӑваш юрри-кĕввине чуна кĕрсе вырнаçмалла шӑрантарчĕç. Ташлакан çамрӑк хĕрсен ташшисем пурне те тыткӑнлама пултарчĕç. Октябрина Федотова хӑйĕн çепĕç те илемлĕ сассипе «Анне» юрра шӑрантарнӑ   чух, залра ларакансем куçĕсене вӑрттӑн шӑла-шӑла илчĕç. Икшерĕн, ушкӑнпа юрланӑ юрӑсем те çав тери çепĕççĕн илтĕнчĕç. Çавӑн пекех вырӑс халӑх юррисен кӑшӑлĕсемпе те савӑнтарма пултарчĕç артистсем. «Янӑра, хуткупӑç-2019» конкурсӑн çĕнтерÿçисем тепĕр хутччен хӑйсен илемлĕ юрри-кĕввине выляса – такмакласа ташласа пачĕç куракансене. Концерта пӑхма çав тери интереслĕ пулчĕ, мĕншĕн тесен хитре юрласа –ташланисĕр пуçне, тĕрлĕрен чӑваш, вырӑс илемлĕ çипуçĕсене улӑштарма вӑхӑт тупрĕç артистсем. Çав тери илемлĕн иртрĕ концерт. Куракансем чӑннипех те савӑнса, киленсе пӑхса ларчĕç Акучасене. Кашни тухакан артиста тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç çак концертра. Юлашкинчен çак кунсенче 55 çул тултарнӑ Эльвира Терентьевӑна куракансем ыйтнипе юбилей ячĕпе илемлĕ юрӑпа саламларĕç Акучасем. Концерт вĕçленсен те, чылай вӑхӑт хушши алӑ çупса тав турĕç артистсене Москакассисем. Татах та илемлĕ концертсемпе килсе, халӑха савӑнтарма чĕнсе хӑварчĕç юлашкинчен культура ĕçченĕсем халӑх ыйтнипе.

«Маттурсем!», - тесе хӑварчĕç концерт вĕçленсен тухса каякансем.



03 декабря 2019
13:12
Поделиться