Моргаушский муниципальный округ

Капитолина Александровна Алексеевăн сумлă кĕрекинче

Капитолина Александровна Алексеевăн сумлă кĕрекинче

 «Юратăр аннене чĕрĕ чух …»

(юрăран)

 1931 çулхи чÿк уйăхĕн 22 – мĕшĕнче Чăваш республикинчи Вăрманкас Сюктеркĕ ялĕнче Алексеева Капитолина Александровна çут тенчене килнĕ.

Капитолина Александровна йышлă çемьере çуралнă. Çемьере асли пулнă май пурнăçĕ çăмăлах килмен. Хăйĕнчĕн кеçĕннисем: Михаил, Аверкий, Мефодий, Римма ÿснĕ. Тăваттăшĕ те асă пĕлÿ илнĕ. Мефодий Александрович Моросин нумай çул хушши с-з «Передовикра» тĕп агрономра ĕçленĕ.Хале те ун çинчен ырăпа асăнаççĕ. Михаилпа Аверки те Мефодий пек ял хуçалах институтне веренсе пĕтернĕ. Кĕçĕнни, Римма Александровна, пир-авăр институтне вĕренсе тухнă. Капитолина Александровнăна вĕренме май килмен.

Хĕр ача чухне пысăк ĕмĕт пулнă, малалла вĕренме каясси. Çакă ялти çамрăксем кам Ишлейе, кам Шупашкара аслă классене вĕренме çул тытнă.

Капитолина Александровна Шупашкара кайма çул тытнă. Ун чух автобуссем çÿремен, уçă грузовой (бортовой) машина çине улăхса ларнă та кузов çинчех ларса пынă. Кайсан- кайсанах Капитолинăн пуçа çыхнă тутăрĕ вĕçет те юлать. Ним шутласа тăмасăрах бортовой машинаран кайнă çĕртех сиксе юлать. Машина чарăнман, малалла кайнă, Капитолина Александровна Шупашкар хулине каяйман, çапла ĕмĕчĕ унăн пурнăçланайман.

Хĕр пулса çитнĕ. Евчĕсем килсех тăнă. Качча кайма васкаман. Кĕçĕннисене пăхмалла, амăшне пулашмалла, кĕçĕннисем институтсенче вĕреннĕ, каллех тăрăшмалла …

Рыкакасси ялĕнче пурăнакан Алексеев Михаил Алексеевич çак хĕре çураçма килет. Анчах, Капитолина хĕр килĕшмест, кĕçĕннисене ура çине тăратмалла – çке! Çулсем иртеççĕ, пĕр çул, икĕ çул, виçĕ çул, тăвата çул. Каллех Михаил Алексеевич çак хĕр патнех Вăрманкас Сюктеркине хĕр çураçма çул тытать.

Хĕрĕ тин килĕшет. Капитолина Александровна 31 çула çитсен Михаил Алексеевича Рыкакасси ял каччине качча тухать. Михаил Алексеевич 35 çулта авланать.

Çулсем иртеççĕ. Вĕсене савăнма турри виçĕ хĕр парать.

Асли Софя, халĕ тухтăрта Марий Элĕнче ĕçлет. Марий Эл республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ ята илме тивĕçлĕ пулать. Унтах качча кайнă. Вăталах хĕрĕ -  Вера Москакасси вăтам шкулта вырăс чĕлхинпе литературине вĕрентет. Кĕçĕн хĕрĕ - Галина предприниматель. Халĕ Капитолина Александровна кĕçĕн хĕрĕпе Галинăпа тата Виктор кĕрĕвĕпе, мăнукĕсемпе пурăнать. Халĕ пĕтемпĕ пурĕ 6 мăнук тата пĕр кĕçĕн манук.

Михаил Алексеевич мăшăрпа килĕштерсе пурăннă. Нихăçан та сивĕ сăмах каласа кăмăла пăсман. Яланах ачашласа «Капа» тесе кăна чĕннĕ. Михаил Алексеевич питĕ ответлă вырăнта ĕçленĕ, бригадиртан пуçласа с-з «Передовик» директорăн çумĕ таран. Нумай çул хушши депутат, староста пулса обществăлла ĕçсене активлă туса пынă. Ял çыннисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Ачисем те çавнах калаççĕ: «Атте анне пире яланах ыррине вĕрентнĕ». 

Москакасинское сельское поселение Моргаушского района



28 ноября 2019
14:57
Поделиться