Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем Матери

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем Матери

Хаклăран та хаклă аннесем, асаннесем, кукамайсем, ытарайми хĕрарăмсем!

Сире пурне те Ача амăшĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Кашни çыншăнах аннерен хакли никам та çук. Ачăрсене пурнăç парнелесе, вĕсем чăн-чăн   çын пулса ÿсчĕр тесе кунне-çĕрне пăхмасăр тăрăшатăр. Мĕн пĕчĕкрен пире чир-чĕртен, инкек-синкерен сыхлатăр, йывăрлăхсене çĕнтерме, ыррине шанма, умри тĕллевсене пурнăçлама вĕрентетĕр, пире яланах пулăшса пыратăр.  Анне пулсан çумра, пÿртре те ăшă, чунра та лăпкă   - эпир телейлĕ, Эсир пурри пире çитĕнсен те пурнăçра вăй-хал парса пырать. Пире юратнăшăн, тунă йăнăшсемшĕн каçарнăшăн, ăнланнăшăн, пире пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн тавах сире, аннемĕрсем. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕр татайми парăмра.

.Уйрăм тав сăмахĕсене  урăх çемьери ачасене пурăнма илнĕ çемьесене  калас килет. Тавах сире çав ним айăпăр чунсене хăвăр хÿттĕре илсе, вĕсемшĕн тăван амăшĕ пулса тăнăшăн, иксĕлми чун ăшшишĕн.

 Пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйраççĕ. Вĕсене паракан çăмăллăхсем çулсеренех хушăнса пыни те çакăн çинченех калать. Чи кирли вара – пирĕн замăрăн аннесене ăш сăмах калама, пулăшма, ватлăхра вĕсен хÿтти пулма манас марччĕ.  

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем ăнсах пыччăр. Ачăрсем вара яланах савăнтарса кăна тăччăр. Сăн-питĕртен нихăçан та йăл кулă ан кайтăр. Çумăрта яланах çывăх çыннăрсем пулччăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                            И.В. Николаев

Район администрацийĕн пуçлăхĕ              Р.Н. Тимофеев



22 ноября 2019
09:10
Поделиться