Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем сотрудника органов внутренних дел Российской Федерации

Шалти ĕçсен органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире пурне те хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Сирĕн ĕç çăмăл мар. Районти лару-тăру лăпкă пуласси, унăн аталанăвĕ, çавăн пекех çынсем малашлăха шанчăклăн пăхасси те сирĕнтен нумай килет.

Кунсеренех эсир саккунлăхпа йĕркелĕхе, граждансен прависене, вĕсен пурнăçĕпе пурлăхне  хÿтĕлетĕр, обществăлла йĕркелĕхе сыхлатăр. Преступленисен шучĕ чактăр, вĕсене вăхăтра  уçса  парас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тимлетĕр.

Çавăн пекех эсир профилактика мероприятийĕсене те сахал мар ирттеретĕр. Ку ĕçе ытти профилактика субъекчĕсемпе, тачă çыхăнса туса пыратăр, общественноçа та явăçтаратăр. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр. Çемьере килĕшÿпе юрату  пултăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                     Р.Н. Тимофеев



08 ноября 2019
10:48
Поделиться