Моргаушский муниципальный округ

Çĕньялсене тĕлĕнтерсе килтĕмĕр

Çĕньялсене тĕлĕнтерсе килтĕмĕр

Октябрĕн 24-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Çĕньялти культура Çуртĕнче, эпир, Муркаш район культура ĕçченĕсем пысӑк та савӑнӑçлӑ уявра пулса килтĕмĕр. Уява кайма сӑлтавĕ те пулчĕ. Çак каç Çĕньялта йĕркеленнĕ «Çĕньял» халӑх фольклор ушкӑнĕ 30 çулхи тата çак ушкӑн ертÿçи Земфира Кузьминична Яковлева 80 çулхи юбилейĕсене ял-йышпа, сумлӑ хӑнасемпе тата тӑванĕсемпе чаплӑн паллӑ турĕç. Уява Светлана Тяхмусова илемлĕн ертсе пычĕ. Уявра Чӑваш Республикин культура Министерствинчен, Чӑваш наци конгресĕнчен, поэтсемпе юрӑçсем, Республикӑри тĕрлĕ районсенчи фольклор ушкӑнĕсем, Хĕрлĕ Чутай район пуçлӑхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял тӑрӑхĕн ертÿçисем, тӑванĕсем тата ыттисем те пулчĕç.

 Хӑнасем пурте çак сумлӑ юбилей ячĕпе сцена çине улӑхса юбилярсене тав çырӑвĕсемпе парнесем парса чысларĕç. Малашне те çакӑн пек вӑй-халпа ĕçлесе пыма ӑнӑçусем сунса, куракансене яланах хавас кӑмӑл парнелеме телей сунчĕç.

Эпир те Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем: Фаина Григорьева, Надежда Кондукторова, Галина Голубева тата «Муркаш» фольклор ушкӑнне çÿрекен Любовь Александрова сцена çине улӑхса «Кĕрекене лар-ха теççĕ» юрӑ юрласа тата такмаксем каласа ташша хуçрӑмӑр. Юбилярсене Муркаш районĕнчи культура пайĕ тата «Муркаш» фольклор ушкӑнĕ ячĕсемпе Фаина Григорьева ӑшшӑн саламласа, «Çĕньял» фольклор ушкӑнне тата унӑн ертÿçине Земфира Яковлевана чечек çыххипе тата паресемпе чысларĕ. Юлашкинчен тепĕр хутччен Н.Кондукторова хуткупӑсне тӑсса ярса юбилярсене ташӑ картине тӑратрĕ. Муркашсене залра ларакансем тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç.

Питех те ӑшшӑн иртрĕ çак уяв каçĕ. Уяв хыççӑн пур хӑнана та кĕреке хушшине лартса тутлӑ апат-çимĕçпе, сим - пыл сӑрапа хӑналарĕç. Хӑнасем Çĕньялсене тав сӑмахĕсем каласа, тулли кӑмӑлсемпе килĕсене саланчĕç.



25 октября 2019
11:43
Поделиться