Моргаушский муниципальный округ

Районта ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе ĕçсем епле пынипе тĕрĕслевсем пыраççĕ

Районта ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе ĕçсем епле пынипе тĕрĕслевсем пыраççĕ

Районта ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе ĕçсем епле пынипе тĕрĕслевсем пыраççĕ. Ятарлă комисси ку ыйтупа кашни ял хуçалăх производство кооперативĕпе хресчен (фермер) хуçалăхнех çитет. Иртнĕ тунтикун, юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче, эпир ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартнине паллашма «Оринино», Чкалов яч. хис., Суворов яч. хис., Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсенче пултăмăр.

Паянхи калаçу пуçламăшĕнче çакна палăртас килет: малашлăхпа пурăнакансем çĕннине те туянаççĕ, киввине те манăçа кăлармаççĕ, ĕç условийĕсене те иккĕмĕш вырăна хăвармаççĕ.

 «Кашни ĕçĕн вăхăчĕ пур», - тет ĕç тĕлне пĕлекен. Çапла калать те умри ĕçсене кая хăвармасăр пурнăçлама тăрăшать. Ял хуçалăх çулĕ кăçал  хресченĕн тăрăшулăхне çивĕч тĕрĕслерĕ:  çĕр ĕçченĕн кĕр енне нумай ĕçсене çумăрлă çанталăкпа кĕрешсе пурнăçлама тиврĕ. Çапах малашлăха пăхакан пит хĕретмерĕ. Вăхăт уттипе тан пырса уй-хир ĕçĕсене хутшăннă ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартма та вăхăт çитрĕ.

Техникăна хĕллехи управа лартнине тĕрĕслеме çирĕплетнĕ комисси членĕсен куçĕпе маларах асăннă хуçалăхсенчен ытларахăшĕ çĕннине туяниччен мĕн пуррине упрасси çине çанă тавăрса пăхнине асăрхарăмăр. Çак ырă енсем уйрăмах Чкалов ячĕпе хисепленекен тата Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕсенче куç умне пулчĕç. Вĕсенче ял хуçалăх техникине асфальт е бетон тÿремсене вырнаçтарнă, çĕклентерсе лартнă. Ĕçлев хатĕрĕсене шуратнă, дизель çăвĕпе сĕрсе тухнă е вĕçертсе илсе управа кĕртсе хунă. Кунсăр пуçне уйрăмах хаклă техникăна çивитти айне вырнаçтарни те малашлăха пăхса тунă ырă пулăм. Çакă ку хуçалăхсенче техникăна упрасси малти ретре тăни пирки каларĕ.

- Хирти ĕçсем вĕçленнĕ май мехпаркăн пĕтĕм вăйне уй-хир ĕçĕсене явăçтарнă  техникăна хĕллехи управа лартма явăçтартăмăр. Çĕнни хаклăрах пулсан, кивви çине тимлĕх уйăрни те укçа-тенкĕ упрама пĕлниех пулать, - терĕ управа лартнă техникăсем патĕнчен иртнĕ май Суворов яч. хис. хуçалăхăн тĕп инженерĕ И. Васильев. Унăн сăмахĕсене управа çуса шуратса лартнă комбайнсемпе кăкарса ĕçлемелли техника хатĕрĕсем  çирĕплетеççĕ.

Чкалов яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхра та ĕçре усă курнă техникăна  эрне маларахах управа лартса пĕтернĕ. Анаткассинче техникăн ытларах пайĕ çивиттипе ангарта ларать пулсан, исетерккĕсем вылăьх апачĕ, çĕнĕ çăкăр туса илме пулăшнă техникăн ытларах пайне бетон урайлă тÿремре ГОСТпа килĕшÿллĕн управа вырнаçтарнă: урапасене шăрă сăрăпа сăрланă, ĕçлемелли хатĕрсене дизель çăвĕпе сĕрсе тухнă, резинăпа сăнчăрсене пушатнă, штоксене çумăр лекесрен хÿтĕленĕ, техника хатĕрĕсене çĕклентерсе лартнă,

...Чÿк уйăхне кĕретпĕр. Хĕл çывхарăвĕн паллисене пăхсан, техникăна управа лартмалли вăхăт  сахаллансах  пырать. 



23 октября 2019
11:24
Поделиться