Моргаушский муниципальный округ

Çанталӑк кӑмӑла хуçмарĕ

Çанталӑк кӑмӑла хуçмарĕ

Кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççӑн, Муркаш районĕнчи пур хуçалӑха та Кĕрхи уява Муркаш салине октябрĕн 18-мĕшĕнче пуçтарчĕç. Ял тӑрӑхĕсем кашни хӑйĕн пуянлӑхне кӑтартас тесе, палаткӑсене хуçалӑхра туса илнĕ пахча-çимĕçсемпе, ал ĕçĕсемпе илемлетсе эрешленĕ.

Ял хуçалӑхĕнче туса илнĕ пахча - çимĕç сутакансем те чылайӑн пулчĕç   уявра.

Малтанах Муркаш район администрацийĕ, Республикӑри ял-хуçалӑх министерстви ячĕпе ял-хуçалӑхра кĕрхи тыр-пула вӑхӑтра тата тирпейлĕн пÿлмесене пуçтарса кĕртнĕ çĕрте пысӑк тимлĕх уйӑрнӑ хуçӑлӑхсене, çынсене тав çырӑвĕсемпе, чечек çыххисемпе тата парнесем парса чысларĕç. Муркаш районĕнче кун пек маттур та пултаруллӑ хуçалӑхсемпе çынсем сахал мар парнене тивĕçрĕç çак уявра.

Паллах, çак ĕçченсене саламлама Муркаш районĕнчи культура Çурчĕсенчи пултарулӑх ушкӑнĕсем те килсе çитнĕ. Çав хушӑрах пирĕн «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ те куракансене савӑнтарчĕ. Илемлĕ сюита, Мария Кораблева «Ытла кичем пулнӑран» шÿтлесе те йĕплесе юрлани, Вера Макарова «Ивушка» юрӑпа, хĕрарӑмсен ушкӑнĕ «Хуняма» юрррипе пурин кӑмӑлне те уçрĕç. Ташӑ ушкӑнĕ Пушкӑрт халӑх ташшипе пурне те тыткӑнларĕ. Куракансем «Шуçӑм» ушкӑна тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç.

Чылай пултарулӑх ушкӑнĕ Муркаш район халӑхне хӑйсен илемлĕ юрри-ташшисемпе савӑнтарчĕ Кĕр уявĕнче. Юлашкинчен кашни пултарулӑх ушкӑнне тав çырӑвĕсем парса хавхалантарчĕç.

Куракансем те артистсем те уявран хавас кӑмӑлсемпе саланчĕç.



21 октября 2019
13:09
Поделиться