Моргаушский муниципальный округ

Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ларăвĕ иртрĕ: чăвашлăха упрассинче чăвашла кĕнекесемпе хаçат-журналăн пĕлтерĕшĕ пысăк

Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ларăвĕ иртрĕ: чăвашлăха упрассинче чăвашла кĕнекесемпе хаçат-журналăн пĕлтерĕшĕ пысăк

«Район бюджетĕнчен çулсеренех централизациленĕ библиотека системине çĕнĕ кĕнекесем туянма 100-шер пин тенкĕ уйăрса параççĕ. 3 пин çĕнĕ кĕнеке туянатпăр эпир çав уйăрнă суммăпа.  Пĕтĕмпе кĕнеке фондĕнче  326  пин  ытла кĕнеке шутланать пулсан, вĕсенчен 73160-шĕ- чăвашла кĕнекесем. Ку вăл мĕнпур кĕнеке фончĕн 23 процентне яхăн пулать», - çапла палăртрĕ ĕнер ЧНК районти уйрăмĕн черетлĕ ларăвĕнче районти централизациленĕ библиотека системин ертÿçин çумĕ  Татьяна Васильева.

Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ларăвĕнче районти библиотекăсенчи чăваш кĕнеке фончĕпе хаçат-журнал, вĕсем чăвашлăха аталантарас ĕçре мĕнле вырăн йышăннине тишкерчĕç.

Ларăва Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Наталья Николаева ирттерчĕ.

Татьяна Александровна районти централизациленĕ библиотека системи чăвашлăха упрас тесе нумай ĕç туса ирттернине палăртрĕ. Тăван чĕлхепе, краеведенипе çыхăннă  тĕрлĕ мероприяти иртет. Час-часах чăваш писателĕсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Пĕтĕмпе кăçал çакнашкал 102 мероприяти иртнĕ. Вĕсене 1675 çын хутшăннă.

Татьяна Александровна хăш ÿсĕмри ачасем, çитĕннисем хăш авторсен мĕнле кĕнекине килĕштерни çинчен те каласа пачĕ. Вĕсем çĕнĕ кĕнекесем библиотекăсене килессе чăтăмсăррăн кĕтнине палăртрĕ.  Татьяна Александровна каланă тăрăх, кăçал кăна районти библиотекăсене 676 çĕнĕ чăвашла кĕнеке килнĕ.  Çитĕннисен хушшинче пĕрре килсе кутамккипех пĕр уйăх вуламалăх кĕнеке илсе кайнă тĕслĕхсем пуррине те палăртрĕ.

Вулакансем чăваш хаçат-журалĕсене те кăмăллаççĕ.  «Хыпарăн» эрнекунхи номерне, район хаçатне, «Самант», «Тетте», «Кил-çурт. Хушма хуçалăх», «Чăваш хĕрарăмĕ» - çак хаçат –журналсене çырăнса панă библиотекăсене.

Ялсенчи бибиотекăсенче «Тăван Атăл» журнала, «Çамрăксен хаçатне» çырăнса панă. 

Районти вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова шкулсенче те тăтăшах чăваш писателĕсемпе тĕл пулусем иртнине палăртрĕ. Тĕслĕхрен, Юхма Мишши Çатракасси, Ярапайкасси шкулĕсене килсех тăрать. Çак тăрăхри историпе çыхăннă произведенисене ачасемпе сÿтсе явать. Ачасем писательсемпе хăйсемпе ирттернĕ тĕлпулусене интересленсех хутшăнаççĕ. 

Ларура çакăн пек тĕлпулусене шкулсемпе библиотекăсенче ытларах ирттерме сĕнчĕç.

Çавăн пекех ЧНК вырăнти уйрăмĕн членĕсем районти, республикăри тата ун тулашĕнче иртекен мероприятисене хутшăнасси тата кăçалхи ĕç планĕ çинче те  чарăнчĕç.

Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Наталья Николаева   Сосновка шкулĕнче республикăри  ачасем хушшинче йĕркелекен  «Чăваш тумĕ» конкурс çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕ. Тутарстанра пулнă Пĕтĕм чăвашсен «Акатуйне» те Муркаш районĕнчи художество пултарулăх коллективăсем активлă хутшăнчĕç.  Республикăри «Кĕмĕл сасă» конкурсра кăçал Ярославкăри «Кăмăл» художествăпа пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ, 2 вырăнпа таврăнчĕ.

«Тĕрлĕ шайри конкурссене малалла та хутшăнмалла пирĕн», - терĕ Наталья Николаевна.

Çитес вăхăтра республикăра пĕрремĕш хут «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурс иртет. Унта пирĕн район чысне Юнкăри Культура çурчĕн директорĕ Людмила Кудряшова хÿтĕлĕ. Халĕ çак конкурса хатĕрленес ĕç малалла пырать.

Ларура çавăн пекех Раççей шайĕнче иртекен «Пике» конкурса мĕнле ирттермелли çинчен сĕнÿсем кирлине те палăртрĕç. Пуçтарăннисем ку енĕпе тÿрех темиçе интереслĕ сĕнÿ пачĕç. Çитес вăхăтра вĕсене эпир Чăваш Наци конгресне çитеретпĕр.

Ларура туса ирттермелли ытти ĕçсем çинчен те чарăнчĕç. Малашне те районта иртекен пĕр мероприятинчен те юлмалла маррине, вырăнти уйрăмсен те ял тăрăхĕсенче иртекен ĕçсенчен тăрса юлмалла маррине палăртрĕç.



11 октября 2019
10:37
Поделиться