Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Хисеплĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Хаклă çыннăмăрсем!

Сире çывхарса килекен районти Тырпул уявĕпе, çавăн пекех  ял хуçалăх ĕçченĕсен тата апат-çимĕçе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Çĕр ĕçченĕн профессийĕ яланах хисепре пулнă. Ку паян та çаплах. Ял хуçалăх ĕçченĕ çĕршыв тĕрекĕ пулса тăрать. Эсир ир пуçласа каçчен уйра, фермăра вăй хуратăр. Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илетĕр. Хăвăрăн ĕçĕре юратса  пурнăçланăран  çĕршывăмăр  пÿлми яланах тулли, пирĕн сĕтел те яланах çемçе çăкăрпа, аш-какайпа, сĕт-турăхпа тата ытти çимĕçпе пуян пулать. Тавах сире тăван çĕре юратнăшăн, тăрăшуллă ĕçшĕн.

Патшалăх паян ял хуçалăхĕне аталантарассине  пысăк тимлĕх уйăрать. Çак сферăра ĕçлекенсене паракан çăмăллăхсем те хушăнсах пыраççĕ.   

Кăçал та эсир тухăçлă тырпул туса илтĕр. Выльăх апатне теи çителĕклĕ хатĕрлесе хăвартăр. Халĕ районта çĕрулмие пуçтарса кĕртесси вĕçленсе пырать. Çавăнпа  пĕрлех пахчаçимĕç пуçтарса кĕртес ĕç пырать.

Умра  вара пысăк тĕллев - обществăлла выльăх-чĕрлĕхе йĕркеллĕ хĕл каçарасси, çак отрасльте пахалăхлă продукцие çителĕклĕ таран туса илесси.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр. Çемйĕрсенче вара яланах  килĕшÿпе юрату, тулăх пурнăç пултăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                      И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.



10 октября 2019
10:25
Поделиться