Моргаушский муниципальный округ

Çĕнĕ сезона уçрĕç

Çĕнĕ сезона уçрĕç

Москакасси культура Çуртĕнчи пултарулӑх ушкӑнĕсем хӑйсен çĕнĕ сезонне октябрĕ 4-мĕшĕнче тивĕçлĕ шайра уçрĕç. Малтанах куракансене А.Макаровпа В.Макарова ÿкернĕ илемлĕ видеосюжетсене сенкер экран çинчен пӑхма пултарчĕç. Тулли кӑмӑлпа пӑхса савӑнчĕç куракансем.

Сцена çине «Шураппа» фольклор ушкӑнĕ тухсан, залра ларакансем тӑвӑллӑн алӑ çупса кĕтсе илчĕç. Çĕнĕ илемлĕ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчĕç Шураппасем. Кашни номере тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç куракансем.

«Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ те хӑйĕн çĕнĕ номерĕсемпе куракансене тыткӑнлама пултарчĕç. Çавӑн пекех çамрӑк ташлакан хĕрсене тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. «Шуçӑм» ушкӑна чылай çул çÿрекен Галина Михайлова ташланӑ «Юратсан» номер те куракансемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ çак каç.

«Эчкерен çӑлтӑрĕсем» эстрада ушкӑнĕ те хӑйĕн çĕнĕ юррисемпе залра ларакансене савӑнтарма пултарчĕ. Дарья Чермакова, Вера Макарова, Радимир Семенов тата Сергей Николаев юрланӑ çĕнĕ юрӑсем пурин чĕрине те кĕрсе вырнаçрĕ.   Çак каç культура Çуртĕнче Марина Кузьмина çамрӑк юрӑç залра ларакансене хӑйĕн шӑпчӑк сассипе тыткӑнламаллипех тыткӑнларĕ. Вӑл пирĕн пата Вӑрмар районĕнчи Арапуç ялĕнчи культура Çуртĕнчен ятарласа килсе çитнĕ. Вӑл юрланӑ юрӑсене пурте тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç.

Концерт программине П.Лебедева тивĕçлĕ шайра ертсе пычĕ. Кӑçалхи çул "Шураппа» фольклор ушкӑнĕ 7-мĕш, «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ «халӑх» ятне илнĕренпе 23-мĕш тата «Эчкерен çӑлтӑрĕсем» эстрада ушкӑнĕ 3-мĕш сезонне уçнине мӑнаçланса каласа пачĕ. Программӑна ертсе пынӑ чухне тĕрлĕрен шÿтсемпе те залра ларакансене култарма пултарчĕ. Хаваслӑ иртсе кайрĕ концерт. Куракансем питех те кӑмӑллӑ юлчĕç. Артистсене малашне те çакӑн пек илемлĕ концертсемпе савӑтарма телей сунчĕç куракансем.

Москакасинское сельское поселение Моргаушского района



07 октября 2019
11:37
Поделиться