Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем Учителя

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем Учителя

Хаклă учительсем, педагогика ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

 Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Пирĕн çĕршыв малашлăхĕ мĕнле пуласси сирĕнтен çав тери нумай килет. Мĕншĕн тесен эсир ачасене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех  вĕсем чăн-чăн пурнăç çынни пулса ÿсчĕр тесе тăрăшатăр.  Вĕренекенсене яланах ырă сĕнÿсем паратăр, йывăрлăхсене çĕнтерме  вĕрентетĕр. Кашни ачан пултарулăхне аталантарас  тесе вăхăтăра та, вăй-халăра та шеллеместĕр. Çапла майпа вĕсене пурнăç çулне суйласа илме пулăшатăр.

Эсир вĕрентекен ачасем те, хăвăр та тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнни эсир хăвăр пррофессие чун-чĕре хушнипе суйласа илнине çирĕплетсе парать. «Вĕрентÿ» наци проекчĕ вара ачасен пултарулăхне малалла аталантарма та, сире хăвăра та професси тĕлĕшĕнчен тата та пысăкрах ÿсĕмсем тума майсем туса парать.  Малалла та хавхаланса ĕçлемелле пултăр сирĕн.  

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатпăр. Ачасем вара сире  яланах юратчăр, хисеплеччĕр.   Ĕçĕрсем малалла та ăнсах пыччăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.



04 октября 2019
09:25
Поделиться