Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Международным днем пожилых людей

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Международным днем пожилых людей

Хисеплĕ ветерансем, аслă ăру çыннисем!

Сире пурне те Ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Эсир ачаран пуçласа мĕн  тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçре çирĕпленнĕ, тăван район аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнă. Кăçал пирĕн тăван районăмăр йĕркеленнĕренпе 75 çул çитрĕ. Çак хушăра вăл нихăçан та кайрисен ретĕнче пулман. Кунта сирĕн тÿпе çав тери пысăк. Паян та эсир районта иртекен тĕрлĕрен мероприятисене активлă хутшăнатăр. Обществăлла ĕçрен те пăрăнмастăр. Пире тĕрлĕ усăллă сĕнÿсем парса та пулăшатăр. Çитĕнекен ăрушăн кăна мар,  пирĕншĕн пуриншĕн те эсир ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Тăрăшуллă ĕçĕршĕн, района аталану çулĕпе илсе пынăшăн, чун-чĕре çирĕплĕхĕпе ырă  кăмăлăршăн чун-чĕререн тав тăватпăр. Паянхи телейлĕ пурнăçшăн  сирĕн умăрта çĕре  çити пуç таятпăр.

Паян эпир сирĕн ĕçе малалла тăсатпăр. Тăван район малалла аталантăр тесе  хамăртан килнине пĕтĕмпех тума шантаратпăр.

Сире пурне те  çирĕп сывлăхлă, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Ватлăхăр канлĕ килтĕр.  Çывăх çыннăрсем сире савăнтарсах тăччăр.

  Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.



01 октября 2019
09:01
Поделиться