Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем воспитателя и дошкольного работника

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем воспитателя и дошкольного работника

Хисеплĕ воспитательсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Ачалăх кашни çыншăн  - чи телейлĕ вăхăт. Ачасен малашнехи шăпи мĕнле пуласси  шăпах çак тапхăртан нумай килет.  Эсир вĕсене тăван тавралăха упрама, тăван çĕршыва юратма, аслисене хисеплеме вĕрентетĕр. Вĕсем туслăха упраччăр,  пĕр-пĕрне пулăшма, ырă ĕçсем тума хăнăхчăр тесе тесе те сахал мар тăрăшатăр. Кашни ачан пултарулăхне аталантарма тăрăшатăр. Тавах сире хăвăрăн ĕçĕре чунтан юратса пурнăçланăшăн, иксĕлми ырă кăмăлăршăн, кашни ачашăн кунĕпех тăван ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче пулнишĕн.

Районта ачасем пур енлĕн аталанса ÿсме тивĕçлĕ условисем пулччăр тесе нумай ĕç туса  ирттеретпĕр.  Ача сачĕсенче хăтлă, ăшă пултăр тесе район бюджетĕнчен сахал мар укçа-тенкĕ уйăратпăр. Кăçал кăна шкул çулне çитмен ачасем валли 3 хушма ушкăн уçрăмăр. Шкулсемпе  ача сачĕсенче пĕчĕк котельнăйсем туса лартассипе ĕçлетпĕр. Кăçал тата икĕ çĕртре пулĕç вĕсем.

Сире малашне те хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçлама ырă сунатпăр.  Сывлăхăр çирĕп пултăр, çемьере юратупа килĕшÿ, тулăх пурнăç хуçалантăр. 

 

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.



27 сентября 2019
08:41
Поделиться