Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем финансиста

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем финансиста

Хаклă финансистсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 Сире хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Сирĕн ĕç çав тери яваплă. Укçа-тенкĕне бюджета пуçтарма кăна мар, унпа мĕнле усă курассине палăртма та, ăна пĕлсе пайлама та çăмăл мар. Çав вăхăтрах унпа эффективлă усă курассине те  йĕркелесех пымалла. Çапла майпа эсир районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнчи задачăсене вăхăтра тата тĕрĕс татса пама пулăшатăр.

Пирĕн район «Лучшее муниципальное образование в сфере управления общественными финансами» ятпа иртекен Пĕтĕм Раççейри конкурсра çулсеренех малти вырăнсем йышăнни те эсир хăвăрăн ĕçе пĕлсе, юратса пурнăçлани çинчен калать. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, çемьере телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.



06 сентября 2019
13:16
Поделиться